Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв хăнисене ракета кӗтсе тăрать

Ӗнер ТР Президент Аппарачӗн ӗçченӗсемпе пӗрле «Уявăн» йӗркелӳ комитечӗ хатӗрленӳ ӗçӗсем мӗнелерех иртнине вырăнта пулса тӗрӗслерӗ

Сиктӗрме-Хусанкай ялне кӗрсенех çул хӗрринче чечексем ӳснине асăрхатăн. Районти культура, вӗрентӳ тата бюджет тытăмӗнчи ытти учрежденисен ӗçченӗсем тăрăшнипе илемленет ял.

Уяв лапамӗ патне çывхарнă чух «Восток» ракетăн шурă кӳлепи курăнса тăрать. Çакăн пек караппа Андриян Николаев космоса хăпарнă. Вăл СССР 100 çул тултарнине халалланă паркра вырнаçнă. Кунта лартнă йывăçсем ешереççӗ, сарлака кӗпер пур.

Асфальтлă çул Уяв лапамӗ патнех çитмест, такăр çула июлӗн 10-мӗшӗччен икӗ хутлă «Хуçа çурчӗ» текен объект патне çитерме шантараççӗ.

«Хуçа çурчӗпе» «Хăна çурчӗ» юнашарах тăраççӗ, вӗсем туса пӗтнипе пӗрех, иккӗшӗнче те строительсем шалти пӳлӗмӗсене тирпей кӳреççӗ. Пурин те пӗр тӗллев: июлӗн 1-мӗшӗччен ӗлкӗртмелле!

Автостоянкăсем иккӗ пулаççӗ. Пӗри – коллективсене илсе килекен автобуссем валли – çырма леш енче, тепри – уйрăм çынсен транспорчӗ валли – çӗнӗ ача сачӗ çумӗнчен пуçланать.

Хăй Уяв лапамӗнче тӗп сценăна вырнаçтарнă тата ун хыçӗнче икӗ пӗчӗкреххине. Вӗсенче «Янра, хуткупăс!» тата «Уяв пики» конкурссем иртӗç. Юрлас текенсене те, ташлас текенсене те манман мешехене йӗркелекенсем, вӗсем валли конкурс ирттерме уйрăм пысăк сцена пулӗ.

Курса çӳремелли нумай пулать ку уявра. Чăвашсен авалтан пыракан йăли-йӗркине кăтартакан кил-çурт хуçалăхӗсене хирӗç пирӗн халăхăн ал-ӗç ăстисен пултарулăхне, Элкел районӗн çитӗнӗвӗсене кăтартӗç.

Уяв программи те анлă пулас пек туйăнать. Хамăр республикăри, Ульяновск, Самар облаçӗсенчи, Пушкăртстанри фольклор ушкăнӗсене шутламасан, Эдуард Бахмисов сăмахӗсемпе Чăваш Республикикнчен кăна Уява 45 ансамбль килсе çитмелле. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ тата ытти артистсем савăнтарӗç хăнасене.

«Чăваш халăх апат-çимӗçӗпе сăйланас текенсем валли кафесем пулаççӗ, - терӗ Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин пухăннисене. Суту-илӳ йӗркелеме те лапамра вырăн çителӗклӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев