Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрмене сăпка илсе пырăр

Тӗлӗнмелле ятлă ял – ун пекки пирӗн пӗрре кăна. Сиктӗрмепе пӗтӗм тӗнчене литература корифейӗ Петӗр Хусанкай паллаштарчӗ. Яла юратса çырнă унăн сăввисене нумайăшӗ пăхмасăр каланă. Çапла Сиктӗрме пирӗншӗн чăваш литературин сăпки евӗрех. Уяв умӗн хăнасене кӗтекен ял илемленсе чечекленет.

Петӗр Хусанкай музейне пысăклатса кунта Чăваш литературин музейне тăвас шухăш та тахçанах канăç памасть. Июлӗн 10-мӗшӗнче Сиктӗрме-Хусанкая Уява килекенсем вырăнти музей валли килте тунă сăпкасем илсе килсе парнелеççӗ. Чăвашсем пурăнкан пӗтӗм вырăнти сăпкасене Сиктӗмере пухса эпир çак яла халăх валли Петӗр Хусанкая çуратса ӳстернӗшӗн пуç тайса тав тăватпăр. Музей кунӗпе ирхине 8 сехетрен пуçласа ӗçлет. 

Хусанкай сăввисене пăхмасăр калакансем Уяври «Хусанкай урамӗ» Литература фестивалӗнче хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев