Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СИМПТОМСĂР КОРОНАВИРУС ВĂХĂТӖНЧЕ МӖН ТУМАЛЛА?

Коронавируса, ОРВИе симптомсăр е çăмăл ирттерекен граждансене асра тытма

I. COVID-19 вирус инфекцийӗнчен вакцинаци (ревакцинаци) тунăранпа е коронавируспа чирленӗренпе ултă уйăх иртмен пулсан:

 SARS-CoV-2 (COVID –19 инфекцийӗ) мазок коронавируспа чирленине кăтартать, анчах сирӗн нимӗнле симптом та çук.  
Кун пек чух ятарлă сиплев кирлӗ мар, çапах та больничнăй илсе самоизоляцие каймаллах. Ӳт температурине талăкне пӗр хутран кая мар тӗрӗслесе тăмалла.

ОРВИ симптомӗсем (ӳслӗк, сунас, пыр кăтăклать е ыратать, пӗр хутчен ӳт температури 37,5 градуса хăпарать) пур, анчах ПЦР-диагностика тăрăх, коронавирус инфекцийӗ çук.

Эсир коронавируса йывăр ирттерекен ушкăнра МАР:
– 60 çула çитмен,
– шала кайнă чирсемпе (сахăр диабечӗ, чӗрепе юн тымарӗн чирӗсем, онкологи, пӳре, пӗвер, иммунодефицит) чирлеместӗр,
– виçе йывăрăшӗ кирлинчен ытла мар-тăк:

Мӗн тумалла?
– Килте лармалла;
– «112» пӗрлехи службăна е хăвăрăн поликлиникăн call-центрне шăнкăравласа больничнăй (вӗренекенсем валли справка) уçтармалла;
– Хваттерте е харпăр çуртра пӗччен пурăнмасан, уйрăм пӳлӗмре выртмалла, килтисемпе хутшăнмалла мар, пӳлӗмрен маска тăхăнса кăна тухмалла. Çемьери ытти çынсем те маска е респиратор тăхăнмалла;
– Пӳлӗме кашни 3 сехетрен уçăлтармалла;
– Шыв нумай ӗçмелле (ӳт температури пысăккисем 2 литртан кая мар);
– Ӳт температурине талăкра 3 хутран кая мар виçсе тăмалла;
– Пульсоксиметр пуррисем юнри кислород шайне (сатураци) кунне икӗ хутран кая мар виçмелле. (Кислород шайӗн норми 95-96 процентран кая мар);   
– Вируса хирӗç препаратсем ӗçме, сăмсана спрей (тӗслӗхрен, интерферон-альфа) сапма юрать. Анчах йывăрлă хӗрарăмсен тухтăр çырса панă препаратсемпе кăна сипленмелле;
 – Сунасран тăварлă шывпа, çав шутра тинӗс тăварӗнчен хатӗрленипе те, усă курмалла;
– Пыр ыратсан чӳхемелле, спрей сапмалла, ятарлă эмел ӗммелле. Вӗсене аптекăсенче рецептсăрах сутаççӗ;
– Ӳт температури 38 градусран иртсен, температурăна чакаракан препаратсем ӗçмелле;
– Çаплах С тата Д витамин препарачӗсене (çӳлерех асăннă мӗнпур эмеле те) инструкцире çырнă пек ӗçмелле.

Хăвăра тата япăх  туйма тытăнсан:
– Енчен те ӳт температури препаратсем ӗçсен те икӗ талăк  38,0 градусран чакмасть пулсан, «112» пӗрлехи службăна е хăвăрăн поликлиникăн call-центрне шăнкăравласа тухтăрпа канашламалла.
 – Енчен те сывлăш пӳлӗнсен, сывлăш çитми пулсан, кăкăр тӗлӗнчен ыратма тытăнсан, сатураци 94-95 процентран чаксан, «103» службăна шăнкăравласа васкавлă пулăшу чӗнмелле.

II. COVID-19 вирус инфекцийӗнчен вакцинаци (ревакцинаци) тунăранпа е коронавируспа чирленӗренпе ултă уйăх иртмен пулсан:

 SARS-CoV-2 (COVID-19 инфекцийӗ) мазокӗ коронавируспа чирленине кăтартать, анчах сирӗн нимӗнле симптом та çук.  

Эсир коронавируса йывăр ирттерекен ушкăнра:
– 60 çулта е аслăрах;
– шала кайнă чирсемпе (сахăр диабечӗ, чӗрепе юн тымарӗн чирӗсем, онкологи, пӳре, пӗвер, иммунодефицит) аптратăр;
– виçе йывăрăшӗ кирлинчен ытла-тăк.

Мӗн тумалла?
– Килте лармалла;
– Хваттерте е харпăр çуртра пӗччен пурăнмасан, уйрăм пӳлӗмре выртмалла, килтисемпе хутшăнмалла мар, пӳлӗмрен маска тăхăнса кăна тухмалла. Çемьери ытти çынсен те маска е респиратор тăхăнмалла;
– Пӳлӗме кашни 3 сехетрен уçăлтармалла;
– Шыв нумай ӗçмелле (ӳт температури пысăккисем 2 литртан кая мар);
– Ӳт температурине талăкра 3 хутран кая мар виçсе тăмалла;
– Пульсоксиметр пуррисем юнри кислород шайне (сатураци) кунне икӗ хутран кая мар виçмелле (кислород шайӗн норми 95-96 процентран кая мар);   
– Вируса хирӗç препаратсем ӗçме, сăмсана спрей (тӗслӗхрен, интерферон-альфа) сапма юрать. Анчах йывăрлă хӗрарăмсен тухтăр çырса панă препаратсемпе кăна сипленмелле;
 – Сунасран тăварлă шывпа, çав шутра тинӗс тăварӗнчен хатӗрленипе те, усă курмалла;
– Хăвăр чиртен ялан ӗçекен препаратсене унчченхи дозăпах ӗçмелле.
– Сиплеве медицина ӗçченӗ палăртать.
Ан манăр: эмелсене инструкцире çырнă пек ӗçмелле.

ОРВИ симптомӗсем палăрсан:
– Ӳслӗк;
– Сунас;
– Пыр кăтăклать, ыратать;
– Ӳт температури 38,0 градусран пысăк.
«112» пӗрлехи службăна е хăвăрăн поликлиникăн call-центрне шăнкăравласа тухтăрпа канашламалла.

– Сывлăш пӳлӗнме тытăнсан (сывлăш çитми пулсан, хăвăрт-хăвăрт сывласан, кăкăр тӗлӗнчен ыратсан), сатураци 94-95 процентран чаксан:

– Ӳт температури 38,0 градусран ӳссе кайсан

«103» службăна шăнкăравласа васкавлă пулăшу чӗнмелле.

Ан манăр: Антибиотиксене хăвăр тӗллӗн ӗçмелле мар, ăна тухтăр сывлăхăра тӗрӗсленӗ хыççăн  унсăр чăнах та май çук пулсан кăна çырса парать.

III. COVID-19 вирус инфекцийӗнчен вакцинаци туман, коронавируспа чирлесе ирттермен пулсан:

– ОРВИн хуть мӗнле симптомӗ (ӳслӗк, сунас, пыр кăтăклать е ыратать, пӗр хутчен ӳт температури 38,0 градусран иртсен), ПЦР-тестăн хуть мӗнле результатне пăхмасăр сирӗн:
– Килте лармалла;
 – «112» пӗрлехи службăна е хăвăрăн поликлиникăн call-центрне шăнкăравласа тухтăрпа канашламалла.
–  Хăвăра тата япăх  туйма тытăнсан, «103» службăна шăнкăравласа васкавлă пулăшу чӗнмелле.

Ача чирлерӗ пулсан мӗн тумалла?

– Ачана килте хăвармалла, ача садне е шкула ямалла мар;
– Тухтăрсен чире палăртмалли тата сиплемелли сӗнӗвӗсене çирӗп пăхăнмалла. Ачана хăвăр тӗллӗн сиплемелле мар.
– «112» пӗрлехи службăна е хăвăрăн поликлиникăн call-центрне шăнкăравласа тухтăрпа канашламалла.
– Ачан сывлăхӗ тата ытларах япăхлансан, «103» службăна шăнкăравласа васкавлă пулăшу чӗнмелле.
Ан манăр: Ачана хăвăр тӗллӗн антибиотиксемпе сиплемелле мар,  ку препаратсене тухтăр  ачан сывлăхне тӗрӗсленӗ хыççăн кăна çырса пама пултарать.
* Чир мӗнле аталаннине кура тухтăрсен сӗнӗвӗсене улшăнусем кӗртме те пултараççӗ.

Раççей Сывлăх сыхлав министерстви пӗтӗм граждана çапла чӗнсе калать:

– Хупă пӳлӗмсене кӗрсен, ытти çынсемпе хутшăннă чухне маска, респираторсем тăхăнмалла;
– Алла час-часах супăньпе çуса антисептикпа сăтăрмалла;
– Халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсене  май пур таран сахалрах тухса çӳремелле. Енчен те каймах тивет пулсан, çынсенчен 1,5-2 метр дистанцире тăмалла.
Çак ансат сӗнӳсене пăхăнсан чирлес хăрушлăх чакать. Коронавирусран вакцинаци е вăхăтлă ревакцинаци тумалла. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев