Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Синкерлӗ лару-тӑрура мӗн тумаллин йӗркисене ҫирӗплетнӗ

Чрезвычайлӑ лару-тӑру зонин уйӑрса илнӗ чиккинчен тухма тата ситуаци ҫинчен суя сведенисем сарма юрамасть

  Тутарстанра чрезвычайлӑ лару-тӑрура пӑхӑнмалли йӗркесене ҫирӗплетнӗ

Февралӗн 22-мӗшӗнчен Тутарстанра халӑхӑн тата организацисен чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне кӗртнӗ хыҫҫӑн мӗнле йӗркене пӑхӑнмалли правилосем вӑя кӗреҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан Постановлени ҫине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алӑ пуснӑ.

Обществори йӗркене тытса пыни, чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва ликвидацилекен ертӳҫӗн тата ытти полномочиллӗ ҫынсен хушӑвӗсене пӑхӑнасси пурне те пырса тивет.

Хӑрушлӑх ҫинчен калакан сигнала илнӗ хыҫҫӑн граждансем уполномоченнӑй ҫынсенчен илнӗ инструкцисемпе паллашмалла, кирлӗ пулсан, эвакуациленмелле, харкам хӳтӗлӗнӳ хатӗрӗсемпе усӑ курмалла. Мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине СМС ярса, телевиденипе, радиопа пӗлтерӗҫ. Кирлӗ пулсан, 112 службӑран ыйтса пӗлмелле.

Унсӑр пуҫне гражданинӑн хӑй ҫумӗнче паспорт е вӑл кам пулнине ҫирӗплетекен урӑх документ пулмалла, уполномоченнӑй тата должноҫри ҫынсен требованийӗпе вӑл ӑна кӑтартмалла. 

Ҫавӑн пекех темиҫе чару ҫинчен те ҫырнӑ Постановленире. Уйрӑммӑн илсен, Чрезвычайлӑ лару-тӑру зонин уйӑрса илнӗ чиккинчен тухма тата ситуаци ҫинчен суя сведенисем сарма юрамасть. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев