Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СИСТЕРСЕН ТЕ УКÇА АН ПАР

Коррупцие хирӗç кӗрешесси мӗнле пырать республикăмăрта? ТР Президент управленийӗн коррупцие хирӗç политикин ыйтăвӗсемпе  тӗп советникӗ Салават Фоатович Рахимов тата ТР наукăпа вӗрентӳ министрӗн çумӗ, ТР Вӗрентӳ тата наука министерствин Вӗрентӳ сферинчи надзорпа тӗрӗслев департаменчӗн ертӳçи Рамис Гаптраисович Музипов нумай пулмасть журналистсемпе тӗл пулчӗç, кулленхи ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗç. 

Салават Рахимов 2021 çулта туса ирттернӗ ӗçсемпе тата кăçалхи I кварталăн результачӗсемпе паллаштарчӗ. ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов коррупцие хирӗç тăвакан ӗçсем çине пысăк тимлӗх уйăрнине, çитӗнӳсемпе интересленсе тăнине палăртрӗ. Коррупцие пӗтерессишӗн йышăннă законсене 2022 çулхи кăрлачăн 1-мӗшӗнчен улшăнусем кӗнӗ. Чи малтанах çакна цифровизаципе çыхăнтармалла. Цифрăллă финанссем, валютăсем кулленхи пурнăçа кӗнӗ. 

Халь налог декларацине çырса парас вăхăт. Пӗлтӗр республикипе 10 пин ытла çын деклараци тултарнă. Хăш-пӗр даннăйсем пирки иккӗленӳ çуралсан тӗрӗслев ирттереççӗ. Çак 10 пин çынран, тӗслӗхрен, 641 çыннăн декларацине тӗплӗн тишкернӗ, вӗсенчен 580 çын чăнах та тӗрӗс мар кăтартнă хăйӗн тупăшне. Хăшӗсем, тӗслӗхрен, чăннипех банк шутне кăтартма маннă. Калăпăр, нумай çул каялла уçнă, унпа тахçантанпах усă курмасть, шут çинче укçа та çук. Паллах, миллион тенкӗ хисепре тăракан шут çинчен сăмах пымасть. Çаксенчен тата 425-шне коррупци енӗпе айăпланă. Кун пек чух çын патшалăх ӗçӗнче пысăк вырăн йышăнать-тӗк, ăна «шанчăкран тухнă» тесе ӗçрен хăтараççӗ, явап тыттараççӗ. Кун пек йӗрке 2018 çултан пырать. Паянхи кунччен Тутарстанран пӗтӗмпе 29 чиновника айăпланă. Тӗслӗхрен, 2020 çулта 3 чиновник декларацире тӗрӗс мар даннăйсем панă пулсан, 2021 çулта икӗ хут нумайрах – 6 çын. 

Пӗтӗмӗшле илсен 2021 çулшăн панă декларацисемпе тӗрӗслевӗсем те малтанхи çултинчен икӗ  хут ытларах пулчӗç, айăпа кӗнисем те – тăватă тӗрӗслеврен виççӗшне явап тытарма тивнӗ. 

Халӗ çитес вӗренӳ çулӗнче пӗрремӗш класа каяс ачасен ашшӗ-амăшӗ шкулсене заявленисем çырас тапхăр пырать. Ялсенче шкулсенче ку тапхăр сисӗнмесӗрех иртсе каять-тӗк, хулара лару-тăру питӗ хӗрӳ. Ачине кăмăл выртнă шкула вырнаçтарас текенсем коррупцирен хăрамасăр, «пулăшакансене» укçа пама та хатӗр. Çакăн пек тӗслӗхсене пӗтерес тӗллевпе, ашшӗ-амăшне пулăшма, вӗрентӳ ӗçченӗсен ӗçне çăмăллатма 1-мӗш класа каякансен заявленийӗсене цифровизациленӗ меслетпе йышăнаççӗ (ТР Патшалăх услуги урлă). Р.Музипов журналистсемпе тӗл пулнă тӗле çапла майпа 12 пин заявлени йышăннă та. Çăхавсем сахалланнине те палăртрӗ вăл.

Рамис Гаптраисович вӗрентӳпе çыхăннă коррупци çинчен тӗслӗхсемпе каласа пачӗ. Нурлатри «Елочка» ача садӗнче, тӗслӗхрен, суя çынсене «ӗçе илнӗ», ӗçченсенчен укçа пуçтарнă. Актанышри технологи техникумӗ вӗренекенсен шутне 44 çынна ӳстернӗ. «Вилӗ чунсем» чăннипе вӗренекен студентсемпе пӗрлӗ стипенди те илнӗ, диплом та панă вӗсене, 2014 – 2019 çулсенче пулнă ку. 

 

Татьяна ТАРАСОВА.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X