Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сивӗ кунсем инҫе мар

Тутарстанра ку эрнере юр ҫӑвать тата -9 градус таран шӑнтать

 Ноябрӗн 9-мӗшӗнче республикӑра ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать-ха. Ҫилпе ҫумӑрӗ пулман пулсан ӑна лайӑх та теме пулатчӗ.

Юнкун, ноябрӗн 9-мӗшӗнче ҫанталӑк улшӑнать.
Каҫпа Тутарстанра йӗпе юр ҫӑвӗ. Кӑнтӑрла юр е ҫумӑр таврашӗ пулмӗ. Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, сывлӑш температури -1, -6 градус таран анать, ҫӗрле -4 градус таран. Кӗҫнерникун, ноябрӗн 11- мӗшӗнче ҫӗрлепе ирхине пӗлӗтсӗр ҫанталӑк пулать, температура 4-9 градус сивӗ пулать. Республикӑн хӗвеланӑҫ енче йӗпе юр ҫума пултарать.
Метеорологсем малтанласа палӑртса хунӑ тӑрӑх, эрнекунпа шӑматкун Тутарстанра циклонлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Сывлӑш температури каҫпа 0, -5 градус пулмалла, кӑнтӑрла +1, -2 градус.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев