Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сивӗ Нурлатри ӑшӑ тӗлпулу

Ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗҫ ҫамрӑк режиссера унӑн дебютлӑ ӗҫӗ ҫинчен. Светлана вӗсем ҫине кӑмӑлтан хуравларӗ. Ҫапах ентешӗсем умӗнче хумханни сисӗнетчӗ. Тав туса парнеленӗ чечек ҫыххисем ҫеҫ ӑна кӑштах лӑплантарчӗҫ пулмалла

 

Нурлатри тӗлпулу чи кӗтни пулчӗ-тӗр. Пӗр енчен Якаелӗнче  ҫуралса режиссер ятне илтме тивӗҫнӗ Светлана Алякимова, тепӗр енчен хӑйсен ентешӗн пултарулӑхӗпе паллашма килнӗ халӑх.
Каласа хӑвармалла, Нурлатри "Грани" кинотеатр районти культура керменӗнче вырнаҫнӑ. Эпир пулса курнӑ кинозалсенчен унӑн экрӑнӗ чи сарлаки пулчӗ-тӗр. Ҫапах тӗлпулӑва килнӗ ҫынсене путакан креслосем те мар, попкорн савӑчӗсене хумалли подлокотниксем те мар, хамӑр чӗлхепе кино курма май пурри илӗртрӗ пулӗ.
Нурлата пирӗн делегацине еплерех кӗтсе илнинчен тӗрлӗрен халӑхсем хушшинчи фестивальсем ирттерсе курмаллине курнӑ "Тутаркино" представителӗсем те тӗлӗнчӗҫ. Шкул ачисем ташлаҫҫӗ, аслисем юрӑ шӑрантараҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи Уявсем ирттернӗ районта культура шайне халӗ те ҫӳллӗ тытса пыраҫҫӗ.
Малтан хӑнасене Культура керменӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ. Пӗр пӳлӗмре чӑваш ҫыравҫисемпе вӗрентекенӗсем чӗлхе пуласлӑхӗ пирки ҫавра сӗтел ирттеретчӗҫ, тепринче ӳнер кружокӗ пыратчӗ – ачасем тухья ӳкереҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш пӳлӗмре тӗрлӗ чӗлхепе сӑвӑ калакан ачасен репетицийӗ пырать. Халӑхсен Туслӑхӗн ҫулталӑкӗнче Нурлатла анлӑ ӗҫ илсе пурӑнать кунта.
Иоаким Максимов-Кошкинский тата Тани Юнӑн терчӗпе юратӑвӗ ҫинчен ӳкернӗ документлӑ фильма лӑпкӑн пӑхса ларма ҫук. Хумхантаракан, пӑлхантаракан самантсем нумай унта. Ҫакӑн ҫинчен "Священная роща чувашского кинематографа" фильм вӗҫленсен куракансем те, режиссерӗ хӑй те нумай калаҫрӗҫ. Тӗрӗссипе, Нурлатри кино хыҫҫӑнхи сӳтсе-явни пуринчен те вӑраха тӑсӑлчӗ. Ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗҫ ҫамрӑк режиссера унӑн дебютлӑ ӗҫӗ ҫинчен. Светлана вӗсем ҫине кӑмӑлтан хуравларӗ. Ҫапах ентешӗсем умӗнче хумханни сисӗнетчӗ. Тав туса парнеленӗ чечек ҫыххисем ҫеҫ ӑна кӑштах лӑплантарчӗҫ пулмалла. 
Нурлатсем унран ҫакнашкал фильмсене тата ӳкерме, вӗсене тӑван ене килсе кӑтартма  ыйтрӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев