Сӑхманлӑ чӑваш пикисем саламласан "Навруз" илемлӗрех
Ӗлӗк вӑл уяв чӑвашсен те пулнӑ. Кунпа ҫӗр танлашнӑ кун уявланӑ ӑна. Хӗле ӑсатнӑ, ҫуркуннене кӗтсе илнӗ. Календаре вӑл нарӑс уйӑхӗ пек кӗрсе юлнӑ
Нумай нацилӗ Хусан халӑхӗн кӑшӑлне чӑвашсем те кӗреҫҫӗ. Хулара иртекен культура мероприятийӗсенче е уявсенче сцена ҫинче час-часах пирӗн "Салам" ушкӑна курма пулать.
Светлана Садыкова ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗн концерт тумӗсем сахал мар. Халӗ хӗллехисем те пур. Нумай пулмасть "саламсем" хӗрлӗ сӑхманлӑ пулса тӑчӗҫ. Сивӗсем хӑрушӑ мар.
Иртнӗ вырсарникун тӗрӗк халӑхӗсем ҫӗнӗ ҫулне паллӑ турӗҫ. Ытти халӑхсене хӑнана чӗнчӗҫ. Уяв хӑнисене тутлӑ пловпа хӑналарӗҫ. Чӗлхене ҫӑтса ярсан, мӗнпе юрламала?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев