Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисем чăваш тӗррипе паллашнă

Чăваш тĕрри – тӑван халăхӑн паянхи кунчен упранса юлнă ал ӗç йӑли. Вăхăт иртет пулсан та унăн илемлĕхĕ паянхи кун та илĕртет. Çак иксӗлми пуянлӑха упраса хăварас тĕллевпе Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнчи культура çуртĕнче шкул ачисем валли чăваш тĕрри тĕрлессипе мастер-класс иртнĕ.

Ялта пурăнакан тĕрĕ ăсти Надежда Степанова вырăнти шкулта вӗренекен ачасене чăваш тĕррин йăлисемпе, эрешĕсемпе тата вĕсен пĕлтерĕшĕпе паллаштарнă. Хĕрачасене «хĕресле» тĕррĕн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа панă.

Шкул ачисем Надежда Михайловна хатĕрленĕ чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе те кăсăкланнă. Мастер-класа хутшăнакансем хаваспах масмак, тухья тата хушпу тăхăнса пăхнă. Мероприяти туслă та ăшă лару-тăрура иртнĕ.

Сăнӳкерчӗк ursassi.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России Чувашская вышивка