Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисем ятарлӑ çар операцине хутшӑнаканпа тӗл пулнă

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче шкулта вӗренекенсем ятарлӑ çар операцине хутшӑнакан Николай Сидоровпа тӗл пулнă.

Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вăл ачасене  ятарлă çар операцийӗнчи лару-тăру, хăйӗн передовойри опычӗ, çарта тӗл пулакан йывӑрлӑхсем тата тем пек йывӑр пулсан та, хӑйсен ӗçне малалла мӗнле туса пыни çинчен каласа панă. Çавӑн пекех çар çыннисем пӗр-пӗринпе тачӑ çыхӑнура пулни, пӗр-пӗрне пулӑшни СВОна хутшăнакансене питӗ кирлӗ пулнине палӑртнă.

«Пирӗн боецсем кашни кун паттӑрлăх кăтартаççӗ. Вӗсем шухӑшласа тӑмасӑрах Тӑван Çӗршыва, хӑйсен çемйисене, хӑйсен çӗрне хӳтӗлеççӗ. Пирӗн çакна асра тытмалла тата çак йывăр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшмалла», – каланă вăл шанчӑклӑн.

Тӗлпулура Украинăра пуç хунă ентешӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхех асӑнса хăварнă «Славные сыны нашей малой Родины» мемориальнӑй стендпа паллашни уйрăм вырăн йышăннă.

Ялти ачасем хӑнана интересленсех итленӗ, ыйтусем панă, Тăван çӗршыва хӳтеленӗшӗн тав сăмахӗсем каланă.

Март уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ТР Раисӗ Рустам Минниханов Раççей Президенчӗпе Владимир Путинпа Мускав Кремлӗнче тӗл пулсан республикӑран ятарлӑ çар операцине мобилизаципе тата контрактпа 38 169 çын  каланӑ.

«Пирӗн Раççей Геройӗсем вун пиллӗкӗн, вӗсенчен çиччӗшне вилнӗ хыççăн медальпе чысланă. Республикӑран 1829 çар çыннине Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ», – палӑртнӑ ТР Раисӗ тӗлпулура.

Январӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа РФ Оборона министерстви Тутарстанра контракт çыракансене пӗр хут 2,8 миллион тенкӗ тӳлет. Тӳлев апрелӗн 1-мӗшӗччен парăнать. Çавӑн пекех ятарлă çар операцийӗнче вӗсем уйӑхне 210 пин тенкӗ илсе тăраççӗ.

Çӗнӗ Шуçăм район администрацийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Наши герои