Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШКУЛ АЧИСЕН ВУЛАВӖ ИРТЕТ

«Тутарстан Республикинчи патшалăх тата ытти чӗлхесене 2014 – 2022 çулсенче сыхласа хăварасси, вӗренесси тата аталантарасси» патшалăх программипе тата ТР Вӗрентӳпе наука министерствин 2022-2023 вӗренӳ çулӗ валли тунă мероприятисен планӗпе килӗшӳллӗн Раççей Федерацийӗнче пурăнакан халăхсен чӗлхисемпе ирттерекен тӗпчев конференцийӗпе шкул ачисен вулавӗ кăçал та пулать.

Пӗрремӗш куçăн мар тапхăр октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 3-мӗшӗччен иртнӗ. Ку вăхăтра хутшăнакансенчен lilija.valiullova@mail.ru электронлă адреспа заявкăсем, тезиссем тата харпăр даннăйсемпе усă курма ирӗк паракан хутсем йышăннă.

Иккӗмӗш куçăн мар тапхăр ноябрӗн 3 – 15-мӗшӗсенче иртет. Ку чухне жюри ярса панă ӗçсене суйласа илет, рецензилет. Суйлав урлă иртнӗ хутшăнакансене заявкăра палăртнă электронлă почта çине кун пирки çырса пӗлтереççӗ.

Виççӗмӗш куçăн тапхăр ноябрӗн 28-мӗшӗнче Хусанти Советски районӗнче вырнаçнă 180-мӗш номерлӗ нумай профильлӗ полилингвальлӗ гимназире (Хусан хули, Çӗнтерӳ проспекчӗ, 212 В çурт) иртет. Унта конференци программине кӗртнӗ хутшăнакансем хăйсен ӗçӗсене хӳтӗлеççӗ. Конференци 7 секципе ӗçлӗ: вырăс филологийӗ, тутар филологийӗ, чăваш филологийӗ, удмурт филологийӗ, мордва филологийӗ, мари филологийӗ, пушкăрт филологийӗ.

Конференци вӗçӗнче жюри кашни секцирех ӗçсене хакласа çӗнтерӳçӗсене, призерсемпе лауреатсене палăртать. Сăмах май, конференцири чи лайăх материалсене яланхи пекех сборникре пичетлеççӗ, ăна кашни хутшăнакана параççӗ.

Конференцин çӗнтерӳçисене, призерӗсемпе лауреачӗсене ТР Вӗрентӳпе наука министерствин дипломӗпе чыслаççӗ. Вырăн илеймен хутшăнакансене вара сертификат параççӗ.

Хамăр инф.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев