Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисене пилотсăр вӗçекен аппаратсемпе ӗçлеме вӗрентӗç

10-11-мӗш классенче вӗренекенсем пуçламăш çар хатӗрленӗвӗн урокӗсенче пилотсăр вӗçекен аппаратсемпе (БПЛА) ӗçлессин никӗсне те ăса хывӗç малашне. БПЛАпа çапăçу хирӗнче мӗнле усă курни пирки те шкул ачисене каласа парӗç.

Çакăн пирки РФ Çутӗç министерствин сайтӗнче пичетленӗ курс программинче çырса кăтартнă.

Вӗренӳ программи 9 модультен тăрать:

Тактикăлла хатӗрленӳ

Вут-хӗм хатӗрленӗвӗ

Техника хатӗрленӗвӗпе çыхăну никӗсӗсем

Инженери хатӗрленӗвӗ

Радиаци, хими тата биологи хӳтӗлевӗ

Пирвайхи медицина пулăшăвӗ (Тактикăлла медицина)

Пӗтӗмӗшле çар уставӗсем

Строй хатӗрленӗвӗ

Çар хӗсмечӗн хăрушсăрлăхӗн никӗсӗсем

Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи декабрьте РФ Çутӗç министерстви Раççей шкулӗсем валли вӗрентӳ программисем çирӗплетнӗ. Маларах ведомствăра пуçламăш çар хатӗрленӗвӗн курсне ОБЖ урокӗсенче вӗренме ирӗк пани пирки каланăччӗ. Халӗ вара «Элементы НВП» модуле 10-11-мӗш класра вӗренекенсен ОБЖ учебникне кӗртнӗ.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование