Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисене «Хӑрушлӑхсӑр интернет» олимпиадӑна хутшӑнма чĕнеççĕ

Тутарстанра 1—9-мӗш классенче вӗренекен шкул ачисем декабрӗн 25-мӗшӗччен Пӗтӗм Раççейри «Хӑрушлӑхсӑр интернет» онлайн-олимпиадӑна хутшăнма пултараççӗ.

Олимпиада тӳлевсӗр, «Учи. ру» платформăра иртет.

Олимпиадӑна пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен кӗçӗн тата вӑтам класӗсенче вӗренекенсен цифра грамотине ӳстерес шутпа йĕркеленĕ. Интерактивлӑ заданисем интернетри хӑрушлӑхсӑр правилисене, вӗсемпе практикӑра усӑ курма пӗлнине тĕрĕслеме пулăшаççĕ, çавӑн пекех шкул ачисене çӗнӗ информаципе паллашма май параççӗ.

Олимпиадӑна «Национальные приоритеты» комерциллĕ мар автономлă организаци РФ цифра аталанăвӗпе çыхăну тата массăлла коммуникацисен министерстви пулӑшнипе йӗркелекенĕ. Вăл «Раççей Федерациийӗн цифра экономики» наци проектне пурнӑçланӑ май иртет. Нацпроектсем çӗршывра РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн пуçарӑвӗпе тата хушӑвӗпе пурнӑçланаççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интернет