Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсенче профориентаци енӗпе пухусем иртеççӗ

Паян, сентябрӗн 19-мӗшӗнче шкулсенче профориентаци енӗпе Пӗтӗм Раççейри ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗ пулать. Тӗлпулӑвӑн тӗп теми – шкул ачине хӑйен профессине тупма пулӑшасси тата ăна суйласа илме ашшӗ-амăшӗ мӗнле пулăшма пултарасси.

Пуху вӑхӑтӗнче профориентаци амбассадорӗсем — педагог-навигаторсем — çул çитмен ачасемпе мӗнле ӗçлемели, хальхи вӑхӑтри майсем çинчен каласа парӗç, хумхантаракан ыйтусене хурав тупма пулӑшӗç. Раççей IT-специалисчӗсем хатӗрленӗ bvbinfo.ru платформӑпа паллаштарӗç. Çавӑн пекех «Россия – мои горизонты» курсӑн çӗнетнӗ программине тата Раççейри профориентацин Пӗрлехи модельне презентацилӗç.

Мероприятие йӗркелекенсем РФ Çутӗç министерствипе «Билет в будущее» программӑн федераллӑ операторӗ – Гуманитари Проекчӗсен фончӗ.

Пуху пирки тӗплӗнрех информацие ача çӳрекен шкулта педагог-навигатортан пӗлме пулать.

РФ Çутӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование Профессия