Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Слакпуçа сысна каяшӗпе тултарасшăн

Çынсем вӗт сысна комплексне ялсенчен инçерех куçарма кăна ыйтаççӗ.  Илтӗ-ши вӗсене Путин?

Пушкăртстанри Пелепей районӗнчи влаçсем инвесторсем тупса Слакпуç ялӗн çывăхӗнчен 3,5 километрта (!) пысăк сысна комплексӗ тума хатӗрленеççӗ. Вăл шăпах вырăнти Слак тата Сульпа юханшывӗсем пуçланса кайнă тӗлте пулмалла. Вырăнти халăх, паллах, çакна хирӗç тăрать. Çывăхри Краснояр ялӗн çыннисен шухăшӗпе çакă экологилле лару-тăрăва япăхлатнисӗр пуçне ӗçмелли шыва та юрăхсăр тăвать.Мӗншӗн тесен вăл вырăнта грунт шывӗсем ытла та çӳлте вырнаçнă. Çавăнпа та ял çынисем стройкăна чарас тесе, аптăранăран ун тӗлне палаткăсемпе килсе ларнă. 
Июнӗн 20-мӗшӗнче Владимир Путин черетлӗ тӳрӗ лини ирттерет. Çӗршыв Президентне ыйтса Слакпуç тăрăхӗнче пурăнакансем видеоçыру та хатӗрленӗ. Кун çинчен портал пӗлтерет. 
Слакпуçра чăваш литературин классикӗсем Константин Иванов тата Ухсай Яккăвӗ çуралнине, вӗсен музейӗсем, вилтăприсем пулнине влаçрисем шута та илесшӗн мар имӗш. Çынсем вӗт 2700 сысна усрамалли комплекса ялсенчен инçерех куçарма кăна ыйтаççӗ.   
Диана Демидован «Вконтактери» страницинчи видеопа сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Слакбаш Слакпуç