Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӳслӗк кăна е коронавирусах пулчӗ-ши?

Эпир, Раççей çыннисем, çуллен Çӗнӗ çул сӗтелне тулăх хатӗрлесе килес çул тата лайăхрах, тутă та лăпкă ирттӗр тесе ӗмӗтленетпӗр. Анчах 2020 çулта планетипех сарăлнă «COVID – 19» вирус инфекцине пула ӗмӗт пурнăçланмарӗ. Правительство йышăннă çирӗп мерăсене пăхмасăр нумай çемьене çитрӗ вăл, пирӗнне те аякра хăвармарӗ. Роспотребнадзор требованийӗсене пурне те пăхăнсан та, çав мура çаклатрăмах эпӗ...

Мунча хыççăн
Кăçал сентябрӗн 19-мӗшӗнче мăшăрпа иксӗмӗр Теччӗ хулинчи дачăна кайрăмăр. Çитсенех хăнăхнă йăлапа пахчана пăхса çаврăнтăмăр малтан.  Мăшăрăн аслашшӗ Степан Андреевич Десятников 1958 çултах лартнă сарă тата хура сливăсен хунавӗсем нумай ӳснине асăрхасан ӗçри пӗлӗшӗме парас шутпа ватсапра çырса пӗлтертӗм те телефона хутăм. Мăшăрпа ӗçе пуçăнтăмăр, пирӗн икӗ йăран кишӗрпе хӗрлӗ чӗкӗнтӗре кăларса çумалла, ыхра лартса хăвармалла. Çав хушăра мунча та хутса ятăм. Виçӗ сехетрен мӗнпур ӗçе пӗтерсе мунчара çăвăнса тухнăччӗ кăна – хайхи пӗлӗшӗм шăнкăравлать. Хунав илесшӗн иккен вăл.
Мунчаран тухнăскер кӗреçе тытрăм та çара пуçăнах хунав кăларма утрăм. Çав вăхăтра йӗпшӗк çума пуçланăччӗ ӗнтӗ. Мăшăрăм пуçа панамка та пулсан тăхăнмаллине кăшкăрса асăрхаттарнине хăлхана та чикмерӗм. Каярах хутман сивӗ пӳртрех чей ӗçрӗмӗр те киле кайма тухрăмăр.

Сивӗтет пулмалла...
Каçхине мышцăсем сăрăлтатса ыратма тытăнчӗç, анчах çӗнӗлӗх мар ку пирӗншӗн, дачăна шăматкунсенче кăна каяканскерсем эрнелӗх ӗç туса килетпӗр вӗт. Тепӗр кун та яланхи пекех иртрӗ-ха. Тунтикун ирхине кӗтмен çӗртен ӳслӗк пуçланчӗ. Йытă вӗрнӗ евӗр хăрăлтаттарать. Телевизорпа куллен калакан «COVID – 19» симптомӗ пек типӗ ӳслӗк мар вăл, çавăнпа мăшăрăма та, мана та нимӗн те сисчӗвлентермерӗ-ха. Хама кăшт чӗтреттеретчӗ пулин те ӗçе пуçтарăнтăм. Кăна ăшă паманран килте сулхăннипе кăна çыхăнтартăм. «Çула май аптекăна кӗретӗп те ӳслӗкрен эмел илӗп, иртет», – шутларăм хам ăшра.
Аптекăра мана каллех сивӗ силленӗ пек туйăнсан та çавах шӳтлеме пăхрăм-ха:
– Сивӗтет пулмалла, сулхăн, –  тетӗп.
– Мӗнле вăл сивӗтет? Пире ак, шăрăх, урамра та чăтма пулать-ха, – хуравларӗ мана хирӗç фармацевт. – Сирӗн типӗ ӳслӗк-и? – ыйтрӗ унтан теме сиснӗн.
Вăл мӗн калас тенине тӳрех ăнлантăм-ха. Фармацевт мана эмел парсан  ăна тав туса хам пӳлӗме хăпартăм. Эмел ӗçсен те смена вӗçленнӗ тӗле хама япăхрах туйнипе васкавлă пулăшура ӗçлекен, хамăн пациентка пулнă тухтăр патне шăнкăравласа канашлас терӗм. Коронавируспа хăй те чирлесе ирттернӗскертен мӗн тумаллине, мӗнле эмел ӗçмеллине (профилактика валли пулсан та) ыйтрăм. Вăл эпӗ чирлеме пуçланине тӳрех ăнланчӗ, май пур таран хăвăртрах киле кайса выртма, сипленме сӗнчӗ, мӗнле эмелсем тата мӗнле ӗçмеллине каларӗ. Эпӗ каллех васкамарăм-ха, аптекăна тепӗр ирхине кăна кайма шутларăм.

Хăвăр килӗр
Кăшт тăрсан пӗçӗ мышцисем, хулпуççипе чӗркуççи сыпписем ыратма тытăнчӗç. Юн пусăмне виçрӗм те, прибор 190/100 кăтартать! Васкаса ывăлăма шăнкăравлатăп, вăл мана ахаль чухне юн пусăмне антарма ӗçекен таблеткăна хальхинче çуррине мар, чылайăшӗпех ӗçме сӗнчӗ тата тепӗр тӗрлӗ эмеле те ӗçме пуçламаллине каларӗ. Халăм мӗнле пулнине «хамăн» тухтăра шăнкăравласа пӗлтертӗм. Вăл мана:
– Хам сипленнӗ эмелсем юлнă-ха ман, çӗннисене туянăп та кӳрсе парăп. Çуртрах аптека, машинăна та чӳрече айнех лартнă. Çиччас çитеп, – терӗ вăл самантрах.
Каçхине çынна кансӗрлеме аван маррипе ăна чăрмантарас килменнине те пӗлтертӗм. Вăл вара мана çине тăрсах адрес, миçемӗш подъезд пулнине тата  хирӗç тухма ыйтрӗ. Тӗл пулсан пӗр хутаç эмел тыттарса  сиплеве вируса хирӗç препаратсенчен пуçламаллине каларӗ. «COVID – 19» вирусӗ организма лексен сывлăш çулӗсенче икӗ талăк тăрать иккен, çавăнпа пыра, сăмсана чӳхемелле. Енчен те сиплев пуçламасан вирус ӳпкене анать иккен. Çавăнпа тепӗр икӗ кунран антибиотик ӗçме тытăнмаллине, ирхине тухтăра чӗнмеллине хытарсах каларӗ.
Ирхине ӳт температури 37,4 градуса хăпарчӗ. Поликлиникăна шăнкăравласан пире  ӳт температури пысăк мар сирӗн, хăвăрăн килмелле терӗç.

Килтех сипленетӗп
Чирлисен хушшине кайса ларас килменнипе эпӗ поликлиникăна каймарăм, килтех сипленме шутларăм. Анчах тем тӗрлӗ эмел ӗçнипе ман вар-хырăмра мӗн пулса иртнине хам те пӗлмерӗм: апат анмасть, тутă пӗлместӗп, шыв та ӗçес килмест.  Юн çăралса ан кайтăр тесе мăшăрăм нумай шыв ӗçмешкӗн çине тăрсах хистерӗ.  Шывăн тути пултăр тесе вăл шыва варени, сахăр ярса пачӗ, сӗтпе чей тата ытти те.  Манăн вара ахаль шыв та анмасть, вуçех çиме пăрахрăм. Кӗçех варвитти пуçланчӗ.  Эмелсене пула ку тесе пӗр вăхăт пӗр таблеткăна та çăвара хыпас темерӗм. Васкавлă пулăшура ӗçлекен «хамăн» тухтăрăм çавах киле тухтăр чӗнтерме хистет. Ара, ӳт температури пӗчӗк-çке, 38,5 градуса хăпарчӗ тесе улталама аван мар пек.
Ман телее, вырсарникун ывăлăм 4 эрнене отпуска килчӗ. Павел пирӗн – тухтăр. Сывлăхăм ытларикунччен те мая кайманнипе ывăлăм  васкавлă пулăшăва шăнкăравларӗ, хистесех килме чӗнчӗ, çакна вăл сиплев пынине пăхмасăр манăн сывлăх лайăхланманнипе, ӳт температури 38,7 çитнипе çыхăнтарчӗ.  

Ал тупанӗ вӗри
Мышцăсем, шăмă сыпписем хытă ыратнипе выртнă чух юла пекех енчен енне çаврăнатăп. Çакă пулăшрӗ те пуль ӳпкене шӗвек пухăнасран.  Сулахай чӗркуççи вара вӗри тимӗр хунă пекех темиçе çеккунт калама çук хытă ыратрӗ. Тепӗр симптом – ӳт температури пысăк мар пулсан та (те мана кăна çапла туйăннă) ал тупанӗсем çав тери вӗриччӗ. Пырпа сăмсара типӗ. Енчен те унччен ОРВИпе чирленӗ чух пыра сурчăк пухăннипе çурăм çинче выртнă чух чыхăнса каяттăм е хăрлаттарма тытăнаттăм пулсан, халӗ выртма нимӗн те кансӗрлемерӗ, çывăрма та пултаратăп.
Участокри тухтăр ман пата юнкун каçхине смена вӗçӗнче кăна килчӗ.  Карина Рафаильевна текенскер пулчӗ хăй. Сылтăм алăри пуç пӳрнене ятарлă прибор тăхăнтарса сатураци шайне хăвăрт тӗрӗслерӗ. 97 кăтартрӗ прибор. Мăшăрăм ку мӗн иккенне маларах вуласа пӗлнӗскер сатураци мӗн чухлӗ пулнине тӳрех ыйтрӗ.
– Сахалтарах, – пулчӗ хурав.
– Тухтăр, 97 вăл 100 процента яхăнах вӗт, нормăпа мӗн чухлӗ пулмалла? Телевизорпа 94-98 тенӗ пек астăватăп, – интересленет мăшăрăм çаплах.
– Кăшт кăна пысăкрах, – терӗ тухтăр майпен. Унтан мăшăрăмăн  шухăшне сиснӗ евӗр кăшт хытăрах. – 100 процент никамăн та пулмасть, – тесе хучӗ.
Малалла тухтăр фонендоскоппа ӳпкене итленӗ май сылтăм ӳпкен аял пайӗнче мӗн-тӗр илтӗннине каларӗ те çăварпа сăмсаран мазок илчӗ. Çемьери ыттисем кăшт маларах çăмăл формăпа чирлесе ирттернӗрен вӗсенчен мазок илмерӗ. Ывăлăм март уйăхӗнчех çăмăл формăпа чирлесе ирттернӗччӗ ӗнтӗ, мăшăрăм вара манпа пӗр вăхăталла чирлерӗ. Унăн ӳт температури икӗ кун 37,4 градус тăчӗ, мышцисем пурӗ те икӗ хутчен кăна кăшт ыратнине каларӗ, те таблетка ӗçни пулăшрӗ ăна. Вăл шăрша пӗлми пулчӗ.
Тухтăр пире стандартлă сиплев курсӗ иртме рецепт çырса хăварчӗ. Шăматкун флюорографи иртме тата хăй дежурствăра тăракан 6-мӗш поликлиникăн неотложкине приема пыма каларӗ. Мӗншӗн-тӗр пулăшăва тухтăрсенчен мар, фельдшер бригадинчен ыйтма хушрӗ. Пире питӗ тӗлӗнтерчӗ ку.

Тӗлӗксем савăнăçлă мар
Çав кунах каçхине ӳт температури 38,7 градуса хăпарчӗ. Эмел ӗçнипе ир енне анчӗ пулсан, каçхине каллех хăпарчӗ. Апат çаплах анмарӗ-ха, мăшăрăмпа ывăлăм çине тăнипе кăна шыв ӗçетӗп. Унсăрăн вӗсем мана стационара ăсатассипе хăратаççӗ.  Манăн вара больницăна ниепле те каяс килмест, пӗлӗшӗмсем стационарта выртнă тăванӗсем икӗ эрнеренех «сӳннине» калатчӗç.
Чирленӗ вăхăтра час-часах тӗлӗк тӗлленетӗп, анчах вӗсенчен пӗри те  савăнăçлă вӗçленмеççӗ, чунра лăпкă мар. Малалла ывăлăм кунне икӗ хутчен антибиотикпа укол тума пуçларӗ. Тепӗр кун каллех 39,0 хăпарчӗ-ха ман температура. Анчах парацетамол ӗçнӗрен температура кашнинче вăрах хăпарми пулчӗ, çӗрле тарласа вăранасси те сахалланчӗ. Ывăл шантарнă тăрăх, ку лайăх. Чăнах та çапла пулчӗ. Çырса панă антибиотикăн усси сахаллине сиснӗ ывăлăм ăна урăххипе, Индире туса кăларнипе улăштарсан апат çиес киле пуçларӗ, маларах килтисем шыв хистесех ӗçтеретчӗç пулсан, халӗ хам ыйтма пуçларăм.  Ывăлăмпа мăшăра хама çапла тимлӗ пăхнăшăн тав тăватăп.

Утăм хыççăн утăм
Майпен мышцăсемпе шăмă сыпписем ыратма чарăнчӗç, анчах çав тери вăй çукчӗ. Хăш чухне пӳлӗмсем тăрăх утас, телевизор умӗнче ларас килетчӗ, анчах вăй çуккипе вăрах тума çукчӗ çаксене. Ӳпкене шӗвек ан тултăр тесе вăй çуккине пăхмасăр ансат гимнастика тума тытăнтăм, майпен утăмсен шутне ӳстертӗм. Калăпăр, малтан пӳлӗм тăрăх 19 метр утаттăм пулсан, каярх 27 метра çитертӗм. Вăйпах çиме, нумай шыв ӗçме тăрăшрăм. Çапла темиçе кунран  вăй кӗре пуçларӗ. Тата çакна та палăртмалла: апата чăмланă чух чӗлхе айӗнчи мышцăсем ывăнатчӗç.  Ку ӗнтӗ мышцăсем пӗр хушă ӗçлеменнипе те çыхăннăччӗ пуль-ха.  Чирленӗ  вăхăтра 5 килограма çӳхелтӗм.  Пӗр аяк пӗрчинчен теприн çине çаврăннă чух е ирхине, е çăварпа тăрук сывласа илсен кăна ӳсӗрттеретчӗ.

Пӗр уйăх кирлӗ-ха!
Шăматкун палăртнă вăхăта ывăлпа иксӗмӗр те 6-мӗш поликлиникăри тухтăр патне кайрăмăр. Кунта та çынсем нумайăнччӗ, черет вара куçманпа пӗрех. Çитменнине тухтăр пирӗн умрах вызова тухса кайрӗ...
Çавăнпа ывăлăм юнашар пӳлӗмри фельдшерсем патне кӗчӗ. Вӗсем пире киле кайма сӗнчӗç, мӗншӗн тесен приема çырăннисен хушшинче «COVID – 19»  чирли те пур иккен. Пире тухтăр хăйех шăнкăравлать-мӗн. Флюорографи иртрӗм те поликлиникăран тухрăмăр.

Коронавирус мар
Каярах мана чăнах та поликлиникăран шăнкăравларӗç: тестра «COVID – 19» вирусӗ палăрман, флюорографи снимокӗсем тăрăх, сулахай ӳпкене илтернӗ (пневмони). Тӗлӗнетӗп, тухтăр килте итленӗ чухне сылтăм ӳпкере тем ăнланмалла мар япала пулнине каланăччӗ-çке. Хам шутланă тăрăх, коронавируспах чирлесе ирттернӗ эпӗ, мӗншӗн тесен ку чирӗн мӗнпур симптомӗ пурччӗ.
Больничнăя икӗ кунран (октябрӗн 21-мӗшӗнче) хупрӗç. Ытларикун ӗçе тухрăм. Сывалнă хыççăн кăшт вăхăт иртсен васкавлă пулăшăвăн  тухтăрӗнчен малалла мӗн пулассине ыйтрăм. Вăл хăйӗн опытне  тӗпе хурса мана вăй кӗме тата пӗр уйăх кирлине каларӗ.
Телее, тăвансем лайăх пăхнипе тата иммунитетăм яланах кирлӗ шайра пулнине кура ман организм чире тата иртерех çӗнтерчӗ.  30 çул сывă пурнăç йӗркине тытса пыратăп-çке. Кунсерен физкультура, гантельсемпе хусканусем тăватăп,  тӗрӗс апатланатăп, хӗлле арендăна илнӗ çурт подъезчӗ умӗнчи юра хыратăп, çулла дачăра аппаланатăп.
Чирленӗ вăхăта аса илетӗп те çапла шутлатăп: енчен те мунча хыççăн çумăр айӗнче  çара пуç çӳремен пулсан, ку мура çăмăлрах ирттернӗ пулăттăм. Тӗрӗссипе, эпир коронавируса пысăк хуларан çуралнă тăрăхне килнӗ, çула май пирӗн пата та кӗрсе тухнă тăванăмăртан çаклатма пултарнă.

Николай РОЗОВ.
Сăнӳкерчӗк  «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус пандемия