Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Смартфонпа чăвашла мӗнле çырмалла?

Хальхи вӑхӑтра пурте смартфонсемпе усӑ кураҫҫӗ, анчах та телефонпа чӑвашла ҫыра пӗлекенсем нумай мар. Чӑваш сас паллисемпе усă курма йывăр мар. Вӗсене ăçта тупмаллине халех ăнлантаратăп.

Чӑвашла ҫырма темиҫе вариант пур:

1. App Store е Play Market-а кӗрӗр те "Чувашская клавиатура" тесе ҫырӑр. Унта темиҫе тӗрлӗ приложени пулать, хӑвӑра килӗшекеннине суйлӑр та "установить" ҫине пусӑр. iOS системи валли вӑл приложенисене укҫалла çеç илме пулать, Android валли вара вӗсем тӳлевсӗр.

2. Телефон ҫинчи раскладкӑна акӑлчан чӗлхи ҫине куҫарӑр та а, е, с, у сас паллисем ҫине пусса тӑрӑр. Анчах та ку меслет пӗтӗм телефон ҫинче ӗҫлемест.

3. App Store е Play Market-а кӗрӗр те "Яндекс. Клавиатура" тесе ҫырӑр. Ҫав приложение телефон ҫине лартнӑ хыҫҫӑн унта чӑваш чӗлхине суйласа илӗр.

Пулчӗ те! Халӗ эсир те чӑвашла ҫыраятӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев