Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Регистраци SMS-ӗ пурпӗр тӳлевсӗр пулать

Килтен тухса ҫӳремелли пирки ӑнлантаракан хӗрӳ лини уҫӑлнӑ

 

Тутарстанра самоизоляцире ларакансене вӑл е ку сӑлтавпа килтен тухма май паракан   SMS-сервис ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта регистрациленесси пирки ыйтусемпе хӗрӳ лини те ӗҫлет.
Тутарстанра пурӑнакансем контакт-центра шӑнкӑравлама пултарни ҫинчен журналистсене ТР цифра аталанӑвӗн министрӗ Айрат Хайруллин каласа пачӗ.
"Ҫынсен ыйтусем пулма пултараҫҫӗ. Контакт-центр вӗсене тӗрӗс регистрациленме, йывӑрлӑхсенчен иртме пулӑшма, ыйтусене ӑнлантарса пама тивӗҫ",– пӗлтерчӗ министр.
Цифра министерствине паян абонентсем оператор SMS-семшӗн 70 пус илме пуҫтарӑнни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем ирхине Тele2 компанипе пулма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ТР Правительствин постановленине кӗтнӗ.
"Постановление ӗнер алӑ пусрӗҫ, эпир ӑна патӑмӑр. Компани ҫак проблемӑна татса пачӗ, 11 сехет тӗлне вӑл регистраци SMS-ӗсемшӗн укҫа илме чарӑннӑ. Ытти операторсем те ҫавах", – палӑртрӗ Хайруллин.
Кӗске номер ҫине SMS ярсан, Android операци системи асӑрхаттарать: «Имейте в виду, что отправка сообщений на короткий номер может быть платной» тесе.

«SMS пурпӗр тӳлевсӗр пулать, мӗншӗн тесен Android системи хуть те мӗнле кӗске номер ҫине сообщени ярсан та, ҫавӑн пек хуравласа асӑрхаттарать. Укҫа илмеҫҫӗ, аптӑрасси ҫук", – хушнӑ вӑл.
Хӗрӳ линин телефонӗ: 8 (800) 250-90-33.
Мӗн пур тӗплӗ информаци covid19.tatarstan.ru сайтра пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев