Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 СНГ ҫӗршывӗсен Вӑййисем ку кӗркунне Хусанта иртӗҫ

Малтанласа хатӗрленӗ информаци тӑрӑх, Хусанти пӗрремӗш вӑйӑсенче 23 ҫул тултарман 3000 спортсмен ӑмӑртӗ

16 спорт тӗсӗпе 193 медаль комплектчӗ вылянтарӗҫ. Ҫак ӑмӑртусем пӗрремӗш хут иртеҫҫӗ, Хусан Вӑйӑсене 2021 ҫулхи сентябрӗн 4-11-мӗшӗсенче йышӑнӗ. Вӗсене хатӗрлекен ӗҫ ушкӑнӗ видеоконференци формачӗпе канашлу ирттернӗ. Ларӑва Азербайджан, Армени, Беларусь, Казахстан, Кыргызстан, Молдова, Раҫҫей, Узбекистан представителӗсем, СНГ ӗҫтӑвкомӗ хутшӑннӑ.

СНГ ҫӗршывӗсен спортсменӗсем хӑйсен хушшинче икӗ ҫулта пӗр хутчен ӑмӑртӗҫ, ӑмӑртусем черетпе Содружествон кашни ҫӗршывӗнче иртӗҫ. Унта СНГ пӗрлешӗвне кӗмен ҫӗршывсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Малтанласа хатӗрленӗ информаци тӑрӑх, Хусанти пӗрремӗш вӑйӑсенче 23 ҫул тултарман 3000 спортсмен ӑмӑртӗ. Спорт мероприятийӗсене ирттерме 12 спорт объектне усӑ курнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев