Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ пӗрремӗш чăваш çуралнăранпа 105 çул çитрӗ

Сентябрь вӗçӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ пӗрремӗш чăваш Сергей Николаевич Бутяков çуралнăранпа 105 çул çитрӗ. Хăйӗн кӗске ӗмӗрӗнче Сергей Николаевич яланах пур çӗрте те  – спортра та, ӗçре те, вăрçăра та – малти ретре пулнă.

Санкт-Петербургри Чăваш наципе  культура  автономийӗн наукăпа тӗпчев тата шырав ӗçӗн хастарӗсем ентешӗн паттăрлăхӗ пирки пӗлес тесе архивсенче нумай документсемпе паллашнă, награда хутне тупнă, çапăçури çул-йӗрне тӗпчесе Сергей Бутяков паттăрлăх кăтартнă тата вилнӗ вырăна шыраса тупнă.
Чăваш Енри Куславкка районӗнчи Анат Шуршу ялӗнче çуралса ӳснӗ ентешӗмӗрӗн паттăрлăхӗ пирки нумай çырнă, уйрăмах унăн пурнăçӗн юлашки тăватă кунӗ çинчен. С.Бутяков паттăрсен вилӗмӗпе вилнӗ вырăна, йывăрлăхсем нумай пулчӗç пулин те, шыраса тупма май килчӗ.
Сергей Бутяков çуралнă кун Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн тата «Сыны Отечества» Офицерсен юлташлăхӗн регионти уйрăмӗн представителӗсем Приозерски районӗнчи Красноозерное ялне (Ленинград облаçӗ) çитрӗç. Чăвашсене унта ял хутлăхӗн пуçлăхӗн çумӗ Иван Викторович тата вырăнти таврапӗлӳçӗ Светлана Дмитриевна кӗтсе илчӗç.
Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ пире Сергей Бутяковăн виллине Саркола ялӗнчен илсе килсе çак ялта пытарни, Мухтав аллейи уçни пирки пӗлтерчӗ. Иван Викторович кунта музей уçма палăртни çинчен каласа пачӗ, музей валли уйăрнă çурта кăтартрӗ, вăрçă вăхăтӗнчи экспонатсемпе паллаштарчӗ. С.Бутяковпа çыхăннă материалсем пухас ӗçре пулăшма ыйтрӗ.
Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ, Чăваш наци конгресӗн Санкт-Петербург хулипе Ленинград облаçӗнчи полномочиллӗ представителӗ Валериан Гаврилов Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова халалласа ирттерекен мероприятисем, Шупашкарти пӗр урама унăн ятне пани, 2022 çула Чăваш Енре Паллă çынсен çулталăкӗ пуласси пирки каласа пачӗ. Санкт-Петербургри ЧНКА ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин 2022 çулта ирттерекен мероприятийӗсен планне С.Н.Бутякова та кӗртме ыйтса çыру янă-мӗн. Çавăн пекех В.А.Гаврилов шкулта паттăрлăхпа туслăх урокӗ ирттерме, С.Бутяков вилнӗ вырăнта асăну палăкӗ лартма сӗнчӗ.
Красноозерное ялӗнче пурăнакансем чăваш делегацийӗн сӗнӗвӗсене ырларӗç, малашне пӗрле ӗçлемелли план тума тепӗр хут пысăкрах йышпа тӗл пулса калаçма килӗшрӗç.
Унтан Санкт-Петербург чăвашӗсем тăванла масара кайса С.Н.Бутяков вилтăприйӗ çине чечек хучӗç, паттăр ентеше пуç тайрӗç.

Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев