Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СОЮЗА ÇАМРĂКСЕНЕ ИЛЧӖÇ

ЧР Профессилле писательсен союзӗн отчетпа суйлав пухăвӗ декабрӗн 4-мӗшӗнче пулать

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Чăваш Республикин Профессилле писательсен союзӗн правленийӗн кăçалхи пӗтӗмлетӳллӗ ларăвӗ иртрӗ. Правленире паллă чăваш çыравçисем тăраççӗ, çав шутра Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова та.
Кун йӗркинче тӗрлӗрен ыйтусем пăхса тухрӗç: союзăн Уставне улшăнусем кӗртесси, отчетпа суйлав пухăвне ирттересси, çамрăк авторсен союза илме ыйтса çырнă заявленийӗсене пăхса тухасси.

 

ЧР Профессилле писательсен союзӗн отчетпа суйлав пухăвне 2021 çулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти ЧР Наци библиотекинче (Ленин урамӗ, 15-мӗш çурт) ирттерме палăртрӗç. Пуху çав кун 11 сехетре пуçланӗ. Унта хутшăнакансен пурин те QR-код тата маска пулмалла.
Унтан правлени пайташӗсем союза кӗрес текен çамрăк авторсен пултарулăхне сӳтсе яврӗç. Вӗсемпе ача-пăчапа çамрăксен литературин тата çамрăк авторсемпе ӗçлекен секцин ертӳçи Ольга Федорова паллаштарчӗ. Вăл каланă тăрăх, Лариса Петровăпа Нина Царыгина чăваш хаçат-журналӗсенче тăтăшах пичетленеççӗ, вӗсен хайлавӗсем Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă «Пирӗшти патне янă çыру», «Çӗршывăмçăм, Чăваш çӗршывӗ. Чувашия родная», «Саламлăр аннӗре», «Кӗтмен юрату», «Куçукпа Хураçка» сборниксене кӗнӗ.
Лариса Петрова, тӗслӗхрен, шкулта вӗреннӗ чухнех çырма пуçланă. Вăл çыр­нисем «Тантăш» хаçатра пичетленнӗ, халӗ «Çамрăксен хаçачӗ», «Хресчен сасси» хаçатсенче, «Тăван Атăл» журналта пичетленеççӗ. Унăн сăввисене вырăсла, тутарла куçарнă. Лариса Петрова тăрăшнипе вара вырăс тата калмăк поэчӗсен сăввисем чăвашла янăрама пултарнă.
Нина Царыгина та талантлă прозаик тата куçаруçă. Вăл та хăйӗн литературăри çулне «Тантăш», «Школьники постарше» хаçатсенче пичетленсе пуçланă.
Мая Селендеевăна чăваш поэзине юратакансем интернет урлă ытларах пӗлеççӗ: унăн сăввисем тӗрлӗ социаллă сетьсенче тăтăш пичетленеççӗ.
Правлени пайташӗсем Лариса Пет­ровăна, Нина Царыгинăна тата Мая Селендеевăна ЧР Профессилле писательсен союзне илчӗç. Эпир вӗсене чӗререн саламлатпăр, пултарулăхра çӗнӗ çитӗнӳсем тума сунатпăр!

Дарья МОРОЗОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев