Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Спортмсенсене укçасăрлăх аптăратмӗ

Раççей Федерацийӗн Правительствин резерв фондӗнчен çӗршыври спортсменсене Пекинри Олимпиадăна хатӗрленме хушма 416 миллион тенкӗ уйăраççӗ. Çакăн çинчен калакан хушăва РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин алă пусса çирӗплетнӗ.

Документра палăртнă тăрăх, хушма финанславăн кирлӗлӗхне коронавирус пандемии сарăлнипе сăлтавланă.

Çак укçасене Раççей сборнăйӗн вӗçевӗ тата спорт инвентарьне турттарасси валли, спортсменсене тренировкăсем вăхăтӗнче тата Олимпиада умӗнхи халăхсем хушшинчи ăмăртусем вăхăтӗнче нумай хутчен тестласси валли уйăрӗç.  

 

XXIV хӗллехи Олимпиада Пекинра февралӗн 4-20-мӗшӗсенче иртет. Ăна уçас церемонире Раççей Президенчӗ Владимир Путин та хутшăнма хатӗрленет.

Китай халăх республикин Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин представителӗ Чжао Лицзянь пӗлтернӗ тăрăх, эпидемиологи лару-тăрăвӗ лайăхах мар пулин те, ăмăртусем ăнăçлă та пăтăрмахсăр ирттессе шанаççӗ китайсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев