Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Спортпа туслă çемье

«Çемье — пурнăç тӗрекӗ», — тенӗ ваттисем. Килӗшӳллӗ те тӗреклӗ çемьере лайăх ачасем çитӗнеççӗ. Çавăн пек çемьесенчен пӗри вăл пирӗн çемье тесе шутлатăп.

Ман атте, Сергей Владимирович Синдюков, Чăваш Çӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Анне, Ирина Николаевна Синдюкова, Матак хӗрӗ. Аннепе атте 2005 çулта çемье çавăрнă. 

Çемьере эпир виççӗн пӗртăван. Асли — Владимир тете, вăл халӗ Ульяновск хулинче строительнăй колледжра 2-мӗш курсра вӗренет. Йăмăкăм Яна 3-мӗш класра пӗлӳ илет. Эпӗ вара 9-мӗш класра вӗренетӗп. Атте районта «Татэнерго» организацийӗнче машинăпа ӗçлет, анне районти «Акчарлак» бассейнра вăй хурать.

Пирӗн çемье спортпа питӗ туслă. Эпир çемйипе йӗлтӗрпе çӳреме, йӗлтӗрçӗсен ăмăртăвне хутшăнма юрататпăр. Ăмăртусенче çулла роликпе, хӗлле йӗлтӗрпе чупатпăр. Тете Ульяновск хулинче йӗлтӗрçӗсен ăмăртăвӗсенче малти вырăнсем йышăнать. Атте çулсерен хамăр районта, Хусан, Ульяновскра, Чăваш Республикинче иртекен ăмăртусенче малти вырăна тухать. Анне районта иртекен йӗлтӗрçӗсен ăмăртăвӗсенче чи пысăк кăтартусем тăвать. Яна йăмăк та вӗсенчен юлмасть — районта иртекен йӗлтӗрçӗсен ăмăртăвӗнче темиçе çул çӗнтерӳçӗсен ретӗнче.

Эпӗ ялан вӗсемпе пӗрле, ăмăртусенче хавхалантарса, пулăшса тăратăп. 

Спорт пирӗн çемьешӗн пысăк вырăнта. Çемье девизӗ: «Хăвăн сывлăхна упра та çирӗплет». Çавна шута илсе эпир тӗрлӗ спорт секцине çӳретпӗр. Тете йӗлтӗрçӗсене хатӗрлекен секцие çырăннă, ăна уйрăм тренер хатӗрлет. Кӗçӗн йăмăк бассейна ишме çӳрет, шывра иртекен ăмăртусенче ишсе мала тухса Мухтав хучӗсемпе медальсене тивӗçет. Эпӗ шкулти волейбол секцине çӳретӗп. Шкулта, районта иртекен волейбол ăмăртăвӗсене хаваспах хутшăнатăп.

Спорт пурнăçра пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнать, вăл сывлăха тата кăмăл-сипете çирӗплетет. Манăн çемье спортпа туслă пулнишӗн мăнаçланатăп, пӗрлехи çитӗнӳсемшӗн хӗпӗртетӗп.

Евгения СИНДЮКОВА, 
9-мӗш класс вӗренекенӗ. 
Çӗпрел районӗ, 
Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗ. 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья