Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫсӗррисен шучӗ ӳснӗ, вакансисен шучӗ питех чакмасть

Мартӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 9,5 пин ытла ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра Тутарстанра 73 пин ӗҫсӗр ҫын.

Республикӑра ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ чака пуҫланӑ. Ҫакӑн ҫинчен журлистсене ТР ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ.
"Хальхи вӑхӑтра эпир стабильлӗ ӗҫе тухса пыратпӑр. Ӗҫсӗррисен шучӗ ӳссе пынин темпӗсем чакса пыраҫҫӗ, уйрӑм муниципалитетсенче стабилизациленеҫҫӗ. Ӗҫлӗх служби урлӑ ӗҫе вырнаҫакансен шучӗ ӳссе пырать. Мартӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 9,5 пин ытла ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ", – тесе пӗлтернӗ министр.
Ун сӑмахӗсемпе, кризис вӑхӑтӗнче ӗҫе вырнаҫас процес пӗтнипе пӗрех пулнӑ, мӗншӗн тесен предприятисем ӗҫлемен.
"Паянхи куна эрнесерен эпир пине яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтаратпӑр. Коронавируспа ҫыхӑннӑ кризисӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ ӗҫсӗррисен шучӗ ӳснинче ҫеҫ мар, вакансисем сахалланманнинче те", – тесе палӑртнӑ Зарипова.
Раҫҫей Правительстви ӗҫсӗрлӗх пособийӗсем тӳлеме 13,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев