Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

СТАЛИНГРАД ПАТӖНЧИ ÇАПĂÇĂВА ХАЛАЛЛАСА

Çармăс шкулӗнче истори вӗрентекен Валерий Николаевич Тихонов ачасене Сталинград патӗнчи çапăçу пирки тӗплӗн каласа пачӗ.

Февралӗн 2-мӗшӗнче Çармăс шкулӗнче «Сталинград патӗнчи çапăçăва аса илсе» патриотизм сехечӗ иртрӗ.
Сталинград патӗнчи çапăçу 1942 çулхи çулла пуçланса 1943 çулхи февралӗн 2-мӗшӗччен тăсăлни пирки эпир историрен пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи чи юнлă çапăçусенчен пӗри пулнă. Çармăс шкулӗнче истори вӗрентекен Валерий Николаевич Тихонов ачасене Сталинград патӗнчи çапăçу пирки тӗплӗн каласа пачӗ.

Патриотизм сехетӗнче ачасем паллă çыравçăсем Сталинград патӗнчи çапăçусем пирки мӗн çырни-каланипе паллашрӗç, Виктор Боковăн «На Мамаевом кургане», Алексей Сурковăн «Защитник Сталинграда» сăввисене вуларӗç.
Çармăс ял хутлăхӗн библиотекарӗ Л.Караева Сталинград патӗнчи çапăçусене халалласа кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Кунта документсемпе çирӗплетнӗ кӗнекесемпе те паллашма май пулчӗ. Çавăн пекех илемлӗ литература та çителӗклӗччӗ. Тӗслӗхрен, К.Симоновăн «Живые и мертвые», Юрий Бондаревăн «Горячий снег», Виктор Некрасовăн «В окопах Сталинграда» кӗнекисене уçса пăхсан алăран ярас та килмест, вӗçне çитиччен вулас килет. Кӗнеке куравне вăрçăпа çыхăннă сăнӳкерчӗксем пуянлатрӗç.
Юлашкинчен пурте пӗрле «Сталинградская битва» фильм курчӗç.(Лидия КАРАЕВА,библиотекарь.Теччӗ районӗ,Çармăс.Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество