Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Статистика ытла улшăнман

Камран ертнине пӗлменнисем – 36 процент

Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗпе хусанти журналистсене яланхи пекех Роспотребнадзортан Л.В.Авдонина, Сывлăх сыхлав министерствинчен В.В.Жаворонков паллаштарчӗç. Паянхи пресс-конференци ӗнерхинчен те сахалтарах – 13 минут иртрӗ, ӗнер 14-ччӗ.

Статистика ытла улшăнман. Паяна 30 çӗнӗ çын коронавирус инфекцине ертнӗ теççӗ, пурӗ вӗсен шучӗ Тутарстанра 5278 çынна çитнӗ. Вӗсен шутӗнче ютран чирлесе килнисем 5 процент, республикăри çынсенчен ертнисем (контактлисем) 56 процент. Камран ертнине пӗлменнисем – 36 процент.

 Хальхи вăхăтра вирус ӗç коллективӗсенче хытă сарăлать иккен. Иртнӗ эрнере 42 организацире палăрнă куçа курăнман чир. Сатистикăпа малта хусан пырать, кунта чирлисен çурри пурăнать, 14 процент Çырчаллинче, ытти 34 процентне районсем пайлаççӗ.

Пуринчен те ытларах коронавируспа 65 çултан иртнисем чирлеççӗ – 43 процент. Вӗсем валли самоизоляци режимне июлӗн 26-мӗшӗччен тăснă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев