Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сӗтел ҫине лартмалли чӑвашла календарь тухрӗ

2021 ҫулхи иккӗмӗш календаре те редакци Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ тата кӑҫалхи паллӑ датӑсене

   Ҫак кунсенче "Сувар" хаҫат редакцийӗ тепӗр календарь кӑларчӗ.

Хальхинче стена ҫине ҫакмалли мар, сӗтел ҫине лартмалли. 2021 ҫулхи иккӗмӗш календаре те Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ тата кӑҫалхи паллӑ датӑсене. Тӗслӗхрен, кӑҫал ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелесе янӑранпа 150 ҫул ҫитет. Ӑна Атӑлҫи халӑхсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлев тунӑ. Кӑҫал хӑйсен ҫавра ҫулӗсене паллӑ тӑвакан чӑваш ҫыравҫисем те сахалӑн мар. Сӑмахран, май уйӑхӗнче пӗрремӗш Чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полорусов-Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитет. "Суварӑн" виҫҫӗмӗш тӗп редакторӗ пулнӑ Александр Иванов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Николай Сорокинӑн та ҫавра ҫулӗ ҫывхарать. Июль уйӑхӗнче иккӗмӗш редактор 80 ҫул тултарать.  

Кӑҫалхи юбилярсен хушшинче Чӑваш Республикин Культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Ларионов та, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Валентина Тарават та, Тутарстанри чӑваш хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑну тытакан Валерий Туктар та, Валентин Макаров та, ыттисем те.

Вӗсем пурте "Суварӑн" ҫӗнӗ календарьне кӗнӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев