Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Стиль жизни – культурный код» этно-мода фестивалӗ мăн асаттесемпе асаннесен хăварнă еткере чӗртсе тăратрӗ.

Хусанта августăн 2-мӗшӗнче этно-fashion фестиваль уçăлчӗ.  Пурнăç йӗрки культура кодне çаврăнать. Çакăн çинчен каласа парать Хусанта августăн 2-мӗшӗнче уçăлнă «Стиль жизни – культурный код» этно-fashion фестиваль. Хамăр историре  пӗр тапхăр мăн асаттесен, асаннесен пурнăç йӗркине манма хăтлантăмăр. Вӗсем тытса пыракан ӗç йӗрки, культури, тӗрӗсрех каласан, архаизма çаврăнчӗ. Паянхи куна сахалăшӗн килӗнче авалхи савăт-сапа е ытти çӗрте усă курмалли хатӗрсем упранса юлнă, наци тумӗ те кашнин çук. Истори тепӗр тапхăра та пӗлет, ытларах чух фольклористсем тăрăшнипе иртнине, манăçнине тавăрма хăтланни. Чылай чухне çакă ăнăçлăнах пулса пынă.  Паян эпир историн тата тепӗр тапхăрне кӗтӗмӗр курăнать.

Хусанта августăн 2-мӗшӗнче этно-fashion фестиваль уçăлчӗ

 Пурнăç йӗрки культура кодне çаврăнать. Çакăн çинчен каласа парать Хусанта августăн 2-мӗшӗнче уçăлнă «Стиль жизни – культурный код» этно-fashion фестиваль. Хамăр историре  пӗр тапхăр мăн асаттесен, асаннесен пурнăç йӗркине манма хăтлантăмăр. Вӗсем тытса пыракан ӗç йӗрки, культури, тӗрӗсрех каласан, архаизма çаврăнчӗ. Паянхи куна сахалăшӗн килӗнче авалхи савăт-сапа е ытти çӗрте усă курмалли хатӗрсем упранса юлнă, наци тумӗ те кашнин çук. Истори тепӗр тапхăра та пӗлет, ытларах чух фольклористсем тăрăшнипе иртнине, манăçнине тавăрма хăтланни. Чылай чухне çакă ăнăçлăнах пулса пынă. 

Паян эпир историн тата тепӗр тапхăрне кӗтӗмӗр курăнать. Хамăрăн мăн асаттесен, асаннесен ӗçӗ-хӗлне тӗпе хурса хамăр валли паянхи кунпа килӗшӳллӗ, анчах питӗ хăйне евӗрлӗ усă куратпăр, аваллăх ахрăмӗ теме пулать ăна. Ăсчахсем тахçанах тӗпчесе палăртнă, вăл е ку ӗçпе ламран лама ӗçлесе пурăннисен тин çуралакан ачисен юнӗнчех çак ӗç патне хăнăху пур. Тӗслӗхрен, çемьери темиçе ăру купăс ăста каланă-тăк, çамрăк ăру та хăвăрт хăнăхать музыка инструменчӗсене.

Фестивале  Таткультресурсцентр директорӗ А.Р.Мифтахова, «Йăла-йӗрке еткерӗ» ремесленниксемпе ӳнерçӗсен, Халăхăн илемлӗ ал ăсталăх организацийӗсен ассоциацийӗн правленийӗн председателӗн çумӗ А.Ю.Комаров, Алексеевскинчи илемлӗ пир-авăр фабрикин директорӗ Е.В.Терентьева, «Агидель» илемлӗ ал ăсталăх предприятийӗн генеральнăй директорӗ Г.М.Каримова (Пушкăртстан),  «Семеновская роспись» суту-илӳ çурчӗ» тулли мар яваплăхлă обществăн, Чулхула облаçӗнчи Илемлӗ ал ăсталăх предприятийӗсен союзӗн генеральнăй директорӗ О.В.Коротков уçрӗç фестивале.

Алсу Равильевна ТР культура министрӗ И.Х.Аюпова ятӗнчен РФ суту-илӳ тата промышленность министрӗн çумӗн Г.М.Кадырован саламне вуласа пачӗ. Сцена çине тухнă кашни ертӳçӗ ырă сăмах каласа фестиваль уçăлнă ятпа саламларӗ пухăннисене. Пурте пӗрле хӗрлӗ хăйăва татса этно-fashion фестиваль ӗçлеме пуçланине пӗлтерчӗç.

Иртнӗ номерте çырнăччӗ, фестиваль темиçе площадкăра параллельлӗ пырать. Унăн ӗçне хула çыннисене, Хусан хăнисене пăхма меллӗ пултăр тесе вăхăчӗсене палăртнă. Г.Камал ячӗллӗ театр умӗнчи этномаркет августăн 2–5-мӗшсенче 12 сехетрен каçхи 22 сехетчен ӗçлет. Кăçал унта «Паха тӗрӗ» пӗрремӗш хут палатка лартнă.  Тавар туянакансене Валентина Спиридонова сутуçă вашават кӗтсе илет, ыйтнине çийӗнчех тивӗçтерет. 

Паллах, Хусантан, Тутарстанран ăстаçăсем йышлă – инçе каймалла мар-çке, хăйӗн продукцине фестивалӗн йышлă хăнисене кăтартма, сутма лайăх сăлтав. Инçетрен килнисем те çук мар: Пушкăртстан, Удмурт республикисем, Саратов облаçӗ, Елецк, Санкт-Петербург, Мускав, Хакаси, Оренбург, Челябинск облаçӗ... Сăранран çӗленӗ атрибутсем те, алкасемпе сулăсем сӗнекенсем те пайтах, енчӗкне кура таварне суйласа илме пулать. Çакăнтах коклюшкăсемпе шăтăкла çыхакансемпе юнашар ларса вӗренме пулать. Ыйтусене хапăлласах хуравлаççӗ, хăнăхма та ансат, кăтартса параççӗ.

Кремльте пӗр вăхăтрах виçӗ çӗрте ӗçлет фестиваль. «Хазине» наци ӳнер галерейинче пысăк курав уçăлчӗ çак кун. Çӗршывӗпе пуçтарнă калама çук илемлӗ экспонатсен умӗнчен пăрăнса иртмеймӗн – çав тери илемлӗ, темӗнччен пăхса тăрас килет картинăсене, ал ӗçӗсем те тӗлӗнмелле хитре. Курава уçнă çӗрте РФ Патшалăх Думин депутачӗ Т.П.Ларионова пулчӗ. 14.00 сехетре Кремлӗн 4-мӗш подъездӗнчи «Йышăну залӗнче» ӗçлӗ калаçăва та хутшăнчӗ Татьяна Петровна. Культура, Вӗрентӳ министерствисенчен килекен ӗçлӗ ыйтусене татса панă çӗрте пулăшу пама шантарчӗ вăл. 

Тупă картишӗнче дефиле ирттерме ятарласа сцена хатӗрленӗ. Этнотематикăпа ӗçлекен дизайнерсем хăйсен тумӗсен коллекцийӗсене çакăнта кăтартрӗç. Сцена ӗçне Хусанти Your Yool проект уçрӗ. Инклюзивлă модельсем çăмран (пэчворк мелӗпе)  хатӗрленӗ тумсене кăтартрӗç.

Мускаври «Грани мира» продюсерсен центрӗ этномодăна чапа кăларассипе ӗçлет. Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи мода театрӗсемпе çыхăнса çакăн пек фестивале пухать. Çапла майпа эпир «Стиль жизни – культурный код» уçнă çӗрте Шупашкарти Детkids мода театрне куртăмăр, унăн ертӳçипе Наталья Девятыхпа тӗл пултăмăр. Вăл  Детkids мода театрӗ çеç мар, 120 ача вӗренекен шкул пулнине каласа пачӗ. Анна Новоселовăпа пӗрле ертсе пырать театра. Раççейре ача-пăча валли тухса тăракан Детkids журнал витӗмӗпе 5 çул каялла чăмăртаннă организаци. 

Çӗрлечченех пычӗ мероприяти. Тӗрлӗ çӗртен килнӗ дизайнерсем коллекцийӗсене кăтартрӗç, музыкантсем хитре кӗвӗсемпе, юрăсемпе каçа илем кӳчӗç.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культурное наследие