Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Страхлакан компанисем хусансен автомобилӗсене юсас вырăнне укçан тӳлеме тытăннă

Çул-йӗр пăтăрмахӗнче аварие лекнӗ хыççăн Хусан автомобилисчӗсем машинисене юсаттараймасса пултараççӗ. Страхлакан компанисем вӗсене юсав ӗçӗсене тума килӗшменни çинчен пӗлтерсе тăкаксене укçапа хуплама тăрăшаççӗ. Çакă автозапчастьсен тата комплектлакан детальсен хакӗсем кунсерен улшăннипе пулса иртет.

Кузов ремончӗ валли уйрăм запчастьсен хакӗсем Хусанти автоцентрсенче 30, 50, 100 процента ӳснӗ, 200 процента хаклăланнă детальсем те пур. Çав вăхăтра запчастьсемпе тивӗçтерекен поставщиксен склачӗсем туллиех. Лавккасенче те вӗсене туянассипе йывăрлăхсем çук. Анчах та деталь илме янă курьер вырăна çитччен запчасть пӗр пин тенке е ытлараха та хаклăланма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев