Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Строительсем те ҫылӑхсӑр мар иккен

Тутарстанри Патшалӑх стройнадзорӗнче пурнан ҫуртсене тунӑ чухнехи час-часах тӗлпулакан йӑнашсем пирки каланӑ

  Тутарстанри Патшалӑх стройнадзорӗнче пурнан ҫуртсене тунӑ чухнехи час-часах тӗлпулакан йӑнашсем пирки каланӑ.

Кӑҫалхи 10 уйӑхра ТР Патшалӑх строительство надзорӗн ӗҫченӗсем тӑвӑнакан нумай хваттерлӗ ҫуртсенче 2903 тӗрӗслев ирттерсе йӑнашсем тупнӑ. Вӗсене застройщиксем тӳрлетеҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Тутарстанри Патшалӑх строительство надзорӗн инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Василий Кудряшов пӗлтернӗ.

"Эпир правона административлӑ майпа пӑснӑ пирки 1187 протокол ҫыртӑмӑр. Ытларах чухне ку вӑл тунӑ ӗҫсем ҫирӗплетнӗ проект документацийӗпе килӗшсе тӑманни, усӑ курмалли материалсене урӑххисемпе улӑштарни. Хальхи вӑхӑтра ведомство тимлӗхӗнче 1127 обьект. Паянхи куна хут ҫинчипе ӗҫ ҫинчи пӗр килни пирки 294 заключени ҫырса панӑ", – пӗлтернӗ вӑл. 

Палӑртса хӑвармалла, юлашки ҫулсенче республикӑра ирттернӗ тӗрӗслевсем тӑрӑх, проект документацийӗнчен йӗркене пӑсса пӑрӑннӑ фактсем пулман. Василий Кудряшов аса илтернӗ тӑрӑх, Правона административлӑ майпа пӑсни пирки калакан Кодекс тӑрӑх, градостроительство законодательствине пӑснӑшӑн строительсене штраф е асӑрхаттару кӗтет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев