Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сцена патне пытăмăр та курах кайрăмăр – чăвашсен пӗрремӗш космонавчӗ Андриян Николаев тăра парать!

Куратăр-и, чăваш халăхӗн паттăр ывăлне Андриян Григорьевич Николаева тăван чӗлхепе калаçни тӗнче уçлăхне икӗ хут вӗçсе хăпарма та, таврăнсан та пӗртте чăрмантарман. Вăл чăн-чăн патриот, чăн-чăн чăваш çынни, тăван халăх пирки пӗр начар сăмах та калама

2003 çулта Чӗмпӗр облаçӗнчи ЧНКА председательне В.И.Сваева суйласан эпир кашни çул пысăк ушкăнпа Мускавра иртекен пӗтӗм Раççейри Акатуя çӳреме тытăнтăмăр. Акатуйсем ВДНХ территорийӗнче иртетчӗç.

2004 çулта çапла Мускава çитсе хăна çуртӗнче каç выртрăмăр та тепӗр  ир ВДНХна васкарăмăр. Сцена патне пытăмăр та курах кайрăмăр – чăвашсен пӗрремӗш космонавчӗ Андриян Николаев тăра парать! Тӗрлӗ хуласенчен пынă ентешсем ăна хупăрласа илнӗ, пурте алă тытăсшăн, ăшă сăмах каласшăн. Пирӗн делегаци çыннисем те ăна пырса алă пачӗç, калаçрӗç. Эп ун чухне «Канаш» хаçат редакторӗччӗ, ман материал çырмалла, интереслӗ сăнӳкерчӗксем тумалла-çке. Хăшӗсем паллă çыннăмăрпа алă тытнă самантнех ӳкерттерсе илтересшӗн ыйтаççӗ. Эп çапла йӗри-тавра фотоаппаратпа çатлаттарса çӳрерӗм.

Урамра концерт тытăнас умӗн вара Андриян Григорьевича малти рете варрине ларма ыйтрӗç. Ман ăна çав тери темиçе номер хаçат парас килет, анчах тӳрех пыма хăяймарăм. Пӗрер минут тăрсан çапах та ун патнелле утса пытăм та чăвашла: «Андриян Григорьевич, эпир Ульяновскран «Канаш» хаçат илсе килтӗмӗр. Ак кунта темиçе номер. Кайран пăхса тухма пултаратăр», – терӗм. Вăл аллине тăсса хаçатсене тытрӗ, унтан вӗсене пăхса илчӗ те васкамасăр: «Тавтапуç, маттурсем», –  тесе хуравларӗ.

Уяв пуçлансан вара ăна сцена çине чӗнсе илчӗç, чи малтанхисен шутӗнче сăмах пачӗç. Кăйкăр çунатлă ентешӗмӗр тăван чӗлхепе калаçма пуçларӗ. Ик-виç сăмах кăна мар, чылай калаçрӗ чăвашла. Çак самантра пирӗн чунсем мӗнле хӗпӗртенине сăмахпа каласа та параймăн. Хамăрăн та çунат ӳссе тухнă пек. Вăл халь кăна тӗнче уçлăхӗнчен вӗçсе килнӗ те çакăнта анса ларнă пек туйăнчӗ. Эпӗ Николаева унччен Шупашкарта Чăваш наци конгресӗн съезчӗсенче куркаланăччӗ-ха, çапах та паттăр ентешӗмӗр Мускавра тӗрлӗ халăх çыннисен умӗнче микрофонпа янăраттарса чăвашла калаçни питӗ савăнтарчӗ. ВДНХ тăрăх ун сасси мăнаçлăн янăрарӗ.

Çавăнпа паян чăваш чӗлхине тиркекен, унран ютшăнма пăхакан чăвашсене эп çапла каласшăн. Куратăр-и, чăваш халăхӗн паттăр ывăлне Андриян Григорьевич Николаева тăван чӗлхепе калаçни тӗнче уçлăхне икӗ хут вӗçсе хăпарма та, таврăнсан та пӗртте чăрмантарман. Вăл чăн-чăн патриот, чăн-чăн чăваш çынни, тăван халăх пирки пӗр начар сăмах та каламан. Пирӗн асра Андриян Николаев çапла юлчӗ.

Николай ЛАРИОНОВ (Ульяновск хули)

Автор сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев