Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суд приставӗсемпе интернет урлӑ хутшӑнма май пур

Порталта суд приставӗсем ячӗпе заявлением, ҫӑхавсем, ходатайствосем ҫырма май пур

Патшалӑх услугисен порталӗнче халӗ суд приставӗсемпе парӑмсем пирки ҫыхӑнса пӗлме пулать. Ҫакӑн ҫинчен Суд приставӗсен Тутарстанри управленийӗн хыпар хатӗрӗсемпе ҫыхӑну йӗркелекен тӗп специалисчӗ Лилия Халимова журналистсене пӗлтернӗ.

Патшалӑх услугисен порталӗнче ҫӗнӗ сервис ӗҫлет. Халӗ республикӑра пурӑнакансен приставсен службине кайса ҫӳресси ҫук, кирлӗ услугӑсене дистанциллӗ те илме пулать.
Ҫӗнӗ сервиссем граждансене те, юридици сӑпачӗсене те, вӗсем ҫине хурӑннӑ штрафсемпе чарусем ҫинчен интернет урлӑ информаци илме, ҫавӑн пекех суд приставӗсем ячӗпе заявлением, ҫӑхавсем, ходатайствосем ҫырма май парать.
Кирлӗ услугӑна илес тесен, Патшалӑх услугисен порталне кӗрсе "Популярные услуги" уйрӑм суйласа илмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев