Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав бюллетенӗсем Тутарстанра икӗ чӗлхепе пулаççӗ

Мартăн 15 — 17-мӗшӗсенче иртекен Раççей Президенчӗн суйлавӗнче Тутарстанри суйлав бюллетенӗсем икӗ чӗлхепе — вырăсла тата тутарла пулаççӗ.

Çакăн пирки ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ. 


Бюллетеньре регистрациленнӗ кандидатсен хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, хăçан çуралнине, ăçта пурăннине тата ӗçленине, ăна Президента суйланма кам тăратнине çырнă. Çавăн пекех унта политика партийӗ пирки, кандидатăн унти статусӗ пирки те калани пур. Бюллетеньре кашни кандидат валли пӗр пек вырăн уйăрнă. 


Пурӗ çӗршыв ертӳçи пулма кандидата тăнисем тăваттăн: çӗршывăн хальхи лидерӗ Владимир Путин (самовыдвиженец), Леонид Слуцкий (ЛДПРтан), Николай Харитонов (КПРФран) тата Владислав Даванков («Новые люди» партирен).

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы2024