Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав комиссийӗн пайташӗсем килӗрен çӳреççӗ

Февралӗн 17-мӗшӗнчен Тутарстанра суйлавçăсене Раççей Президенчӗн суйлавӗ пирки пӗлтерес проект хута кайнă. Вăл мартăн 7-мӗшӗчченех пурнăçланса пырӗ.

«ИнформУИК» программа шайӗнче республикăри суйлав комиссийӗсен 10 пине яхăн ӗçченӗ килсерен çӳресе çынсене пулас суйлав пирки каласа парӗç. Çакăн пирки ТР Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерет.

«Пирӗн умра яваплă задача тăрать: кашни суйлавçă патне çитмелле, Раççей Президенчӗн суйлавне йыхравламалла, суйлав участокӗсен адресне, миçерен миçеччен ӗçленине пӗлтермелле, ыйтусем çине хуравламалла», — тенӗ кун пирки ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ А. Кондратьев. 

 

Тутарстанра пурăнакансем кун пек пуçарупа тахçанах паллашнă: миçе çул ӗнтӗ суйлав умӗн комисси пайташӗсем килӗрен çӳресе халăха пулас суйлавпа çыхăннă ыйтусемпе паллаштараççӗ. Кăçалтан вара çынсене информаципе тивӗçтерес программа федераллă шайра хута кайнă. Комисси пайташӗсене палласа илме йывăр пулмӗ — халӗ вӗсем ятарлă экипировкăпа çӳреççӗ: суйлав логотипӗллӗ шурă накидка тăхăннă, кăкăрӗ çине Раççей ялавӗн тӗсӗсемлӗ значок тата хăйсен ятне, ашшӗ ятне, хушаматне çырнă бейдж çакнă. Сирӗн пата килнӗ çын чăнахах та суйлав комиссийӗн пайташӗ пулнине унран кăвак пичет лартнă удостоверение е паспортне кăтартма ыйтса пӗлме пулать. Кашни кил алăкӗнченех шаккасан та вӗсем çурта е хваттере кӗмӗç, алăк умӗнчех мӗн кирлине ăнлантарӗç.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2024