Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав кунӗ ăнăçлă иртӗ

Мартăн 15-мӗшӗ — РФ Президенчӗн суйлавӗ пуçланчӗ

Мартăн 15-мӗшӗ — РФ Президенчӗн суйлавӗ пуçланчӗ

Паян Хусанта ир-ирех сар хӗвел йăл кулса пăхать, суйлав участокӗсене уçăлнăранпах çын утать — чылайăшӗ ӗçе кайиччен сасăласа ӗлкӗресшӗн, кашнин шăматкун-вырсарникуна палăртнă ӗçсем тата пур. Виçӗ кун сасăлама май пурри пит килӗшнӗ çынсене. Çакăн çинчен «Татар-информ» информаци агентствинче ТР Тӗп суйвлав комитечӗн председателӗ Андрей Станиславович Кондратьев та каларӗ. 

Паян 8.00 сехетре республикипе 2722 тата 45 хушма участок уçăлнă тесе каласа пачӗ председатель. «Çанталăк лайăх, кăмăл лайăх, шанатăп, суйлав кунӗ ăнăçлă иртет», — терӗ вăл шанчăклăн. 

РФ Президенчӗн суйлавне ирттернӗ çӗрте 22 пин çн ӗçлет. Куна суйлав участокӗсем вырнаçнă çуртсене, сывлăх сыхлав ӗçченӗсен,хăрушсăрлăха тимлекен полици ӗçченӗсене, çутă, ăшă паракансенешутласан çак цифра тата та ӳсет, паллах. Андрей Станиславович вӗсене пурне те тав тунине ăнланмалла. Тӗрӗс, вӗсем килӗштерсе ӗçленинчен суйлав мӗнле иртесси килет. ТР ЦИК председателӗ массăллă хыпар хатӗрӗсенче вăй хуракансене те, çӗршыв çине экономика, информаци вăрçипе тухнă лару-тăрура, ятарлă çар операцийӗ пынă чух вулакан, куракан патне тӗрӗс информаци çитернӗшӗн тав турӗ. 

Суйлавсен вăхăтӗнче (уйрăмах çӗршыв ертӳçине суйланă чух) хаккерсем тапăнни çинчен каласа паракан историсемпе халь никамах та тӗлӗнтереймӗн, IT аталанăвӗ вăйланса пынă май вӗсем йышланса пынине çеç палăртмалла. Андрей Станиславович РФ ЦИК председателӗ Элла Памфилова юлашки виçӗ уйăхра çеç 12 миллион хутчен суйлав системине атакăлани çинчен акласа панине асăнчӗ. Патшалăх Думин депутачӗсене суйланă чух çак цифра темиçе хут сахалрах пулнă. Çулталăк каялла суйлав технологийӗсене, интернета Раççейӗнни çине куçарни питӗ вăхăтлă, шанчăклă утăм тесе пӗлтерчӗ А.Кондратьев. 
Ку суйлав нихăçанхинчен таса, витӗр курăнмалла. Мӗншӗн? Участоксенчен 85 процентне камера вырнаçтарнă. СИЗОри, больницăсенчи участокӗнче законпа юрамасть. Суйлав мӗнле иртнине сăнакансем те нихăçанхинчен йышлă — 16 400 çын. 

Тутарстанра пурăнакан виçӗ миллиона яхăн çын çак мартăн 15, 16, 17-мӗшсенче РФ Президнечӗ пулма вăл е ку кандитатшăн сасă парӗ.

Суйлав участокӗсем кашни кун 8.00 сехетрен 20.00 сехетчен ӗçлӗç.
Сăнӳкерчӗк «Татар-инфо»ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2024