Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлава хутшăнасси çитӗннисен тивӗçӗ

Суйлава хутшăнасси çитӗннисен тивӗçӗ

Раççей историйӗнче пӗрремӗш хут РФ Президентне суйласси виçӗ куна тăсăлать 

РФ Президенчӗн суйлавӗн юлашки кунӗнче, мартăн 17-мӗшӗнче Хусанта тӳлевсӗр концерт пулать. «Ак барс Арена» умӗнчи тӳремре «Хор Турецкого» музыка коллективӗ, «Кар-Мэн» тата «Иванушки International» поп-ушкăнсем, çавăн пекех пӗччен юрлакан Ваня Дмитриенко тата Хабиб хутшăнаççӗ. Кун çинчен паян хула мэрӗ Ильсур Метшин Хусан ӗçтăвкомӗн ларăвӗнче каланă. 

Концерт 12.00 сехетре пуçланса 21.30 сехетчен пырӗ. Ытти çулсенчи пекех мероприятие мартăн 15 — 17-мӗшсенче суйлава хутшăннисене сулăпа кӗртеççӗ. Суйлав кунӗсенче çак сулăсемпе общестăлла транспортпа тӳлевсӗрех çӳреме пулать. 

Ильсур Раисович çула çитнисене пурне те суйлава хутшăнма чӗнсе каланă. Çӗршыв историйӗнче халь кăткăс тапхăр пулнине астутарнă. Çакăн пек вăхăтра çыннăн хăйне гражданла çитӗнсе çитнине кăтартмалли, суйлава пырса сассине памалли çинчен астутарнă. 

Раççей историйӗнче пӗрремӗш хут РФ Президентне суйласси виçӗ куна тăсăлать. Патшалăха ертсе пырассишӗн тăватă кандидат тупăшаççӗ: РФ Президенчӗ Владимир Путин, «Новые люди» парти пайташӗ Владислав Даванков, ЛДПР фракци лидерӗ Леонид Слуцкий тата КПРФ кандидачӗ Николай Харитонов.
Сăнӳкерчӗксем С.Камалетдиновăн, Р.Галин («Татар-информ» ИА архивӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2024