Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суккӑр ҫын пулӑшу ыйтсан нихӑҫан та иртсе каймастӑп

Вӗсене йывӑр пулнӑ тесе калани – нимӗн те каламаннипе пӗрех

Паян, ноябрӗн 13-мӗшӗ пӗтӗм тӗнчипе, ҫав шутра Раҫҫейре те, суккӑрсен кунӗ шутланать. Сывлӑхне ҫухатса йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене тимлӗх уйӑрма чӗнекен кун вӑл.

Манӑн кукамай суккӑрччӗ. Кукаҫей те сӗм суккӑр пулнӑ. Вӗсем ун пек ҫурӑлман. Кукаҫей 14 чухне суккӑрланать, кукамай та хӗр чухне курма чарӑнать.
Ун чух трахом чирне чӑваш чирӗ тесе те каланӑ тет. Ҫамрӑк Совет республики медиксем хатӗрлесе ялсенче ҫак чирпе кӗрешме (ҫамрӑксем, ан кулӑр) трахпунктсем йӗркеленӗ.
Суккӑр пулсан та, вӗсем ӗҫсӗр ларман.
Кукаҫей Энтӗрьян Юрккасен йӑхӗнчен, сӗрме купӑспа лайӑх каланӑ. Ӑна уявсене, туйсене чӗнтернӗ. Унӑн сӗрме купӑсӗ халӗ пирӗн ҫемье реликвийӗ. Эпӗ кукаҫее астумастӑп, карточки тӑрӑх тата анне каласа панипе кӑна пӗлеп.
Вӑл кӑвак куҫлӑ пулнӑ. Чӗмпӗрте операци тунӑ вӑхӑтра икӗ куҫӗ те шӑтса юхаҫҫӗ. Ҫапла суккӑр тӑрса юлать.
Кукамай Марье ман ача асӗнче тарӑн йӗр хӑварчӗ. Вӑл ҫӑм арлассипе, чӑлха ҫыхассипе куракан асаннерен те иртсе каятчӗ. Пӗррехинче, кукамай вӗрентсе тӑнипе атте кӑҫатӑ та пусрӗ. Астӑвӑмӗ отличникӑнни пекчӗ.
Кукамай асаннерен лайӑхрах тутарла пӗлетчӗ. Пӑрӑнтӑкра ҫуралнӑран, унӑн юмахӗсем те асанненнинчен раснарахчӗ. 
Вӑл хӗр чухне утӑ ҫулса килсен тарланӑ ҫӗртен ҫӑл валашки айнӗнче сивӗ шывпа пуҫне ҫунӑ хыҫҫӑн хӑрах куҫӗ курми пулать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тепӗр куҫне те шур илнӗ. Вӑхӑтра пульницана каяймасӑр кукамай та сӗм суккӑра тӑрса юлать.
Суккӑр ҫын мӗн туйнине ӑнланас тесен чӳречесӗр пӳлӗмре ҫутта сӳнтерӗр те пӗр минут куҫра уҫса ларӑр. Хӑрушӑ. 
Тӑванӗсем Марьепе Энтӗрьяна тӗлпултарнӑ, пӗрлештернӗ. Вӗсем 5 тӗрӗс-тӗкел ача ҫуратса ӳстернӗ, асли манӑн анне Нина. Вӗсене йывӑр пулнӑ тесе калани – нимӗн те каламаннипе пӗрех.
Суккӑр ҫынсем питӗ сисӗмлӗ. Кукамай та ҫавӑн пекчӗ. Эсӗ унпа пӗр пӳлӗмре пулса пӗр сасӑ та кӑлармастӑн пулин те, вӑл ҫын пуррине сисетчӗ. Пире ачасене (хамӑр та сахалӑн мар, 5-ӗн ӳснӗ) сасӑран кӑна мар, ура тӗпӗртетни тӑрӑх та уйӑратчӗ: "Ку Ҫеркей-и?, Ку Коҫча-и?", – тесе тӗрӗслетчӗ вара. Эпир кам тӗслӗ пулса ӳснине – питсене, сӑмсасене, хӑлхасене, пуҫ купташкисене аллисемпе хыпашласа пӑхатчӗ. Унӑн пӳрнисем кураҫҫӗ пек туйӑнатчӗ пире.
Кукамайӑн пӳрнепе вуламалли хулӑн Брайль кӗнекисем пурччӗ. Вӑл пире те вӗрентнӗччӗ унпа вулама. Интереслӗ, Морзе азбуки пек. Чӑвашлисем те пурччӗ пулас. Ҫапах эпир ытларах сӑрлама илеттӗмӗр вӑл хулӑн листаллӑ журналсене. Кӑмака чӗртме те аван – вӑрах ҫунаҫҫӗ.
Унӑн шак-шак шаккатса утса ҫӳремелли ҫӑмӑл туи пурччӗ. Анчах ялти тӑнкӑр-танкӑрпа ытла ӑҫта каяян? Ҫапах вӑл кӳрше-арша хӑех каҫкалаятчӗ. Кукамай Ванюк кукка патӗнчен пирӗн пата килме шутларӗ пулсан, ӑна ҫавӑтса килмеллеччӗ. Ҫырма урлӑ висячка каҫмипе хӑй-тӗллӗн каҫаймастчӗ. Ҫак ӗҫе час-часах мана хушатчӗҫ. Ҫул тӑршшӗпе кукамай ӗлӗкхи ҫинчен мӗн-тӗр интереслине тӗплӗн каласа паратчӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл мана куракан ҫын пек туйӑнатчӗ. Мӗншӗн тесен хут укҫасен номиналне йӑнӑшсӑрах калама пултаратчӗ, лӳчӗркеннинне те, якинне те.
Пӑвара суккӑрсен обществи пурччӗ, вӑл интернат евӗр пулнӑ-тӑр ӗнтӗ. Ҫын сахал марччӗ унта. Кукамай час-часах ҫавӑнта кайса пурӑнатчӗ. Пӗррехинче аннепе пӗрле эпӗ те унта кӗнӗччӗ. Астӑватӑп, пысӑках мар пӳлӗмре пукансем ҫинче лараҫҫӗ 10-12 ҫын, радио итлеҫҫӗ. Диктор Штирлиц ҫинчен вулать. Пӳлӗмре радио ахрӑмӗ кӑна, шӑна вӗҫни илтӗнет. Ҫак янӑраса тӑракан шӑплӑх ман аса кӗрсе юлнӑ.
Суккӑрлӑх вӑл шӑплӑх, куҫ шӑплӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Питӗ аван ас тӑватӑп Энтӗрьян кукапа Марье йинкене...