Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сунар кăçал та йӳнӗ мар

Республикăра пушар хăрушсăрлăхӗ пирки ятарлă чару пынă вăхăтра вăрмансене сунарçăсене кӗртмӗç. Сезон уçăлнипе справка пурри ниме те пӗлтермест.

Сентябрӗн 4-мӗшӗнче Тутарстанра вӗçенкайăк çине сунар сезонӗ уçăлать. Сунар йӗркисемпе килӗшӳллӗн вӗтел (вăрман кăвакалӗ), бекас (шур качаки), гаршнеп, турухтан, тӗкерлӗк (чибис), тулес, хрустан, пысăк кроншнеп, улита, веретенник, кроншнеп, мородунка, камнешарка, карăш (коростель), погона, хур, кăвакал, лысуха, путене, кăвакарчăн, улатăпа (вăрман кăвакарчăнӗ), горлица, хир чăххи, кăпăрчак (вальдшнепп), карăк (глухарь), ăсан (тетерев), пăчăр (рябчик) тытма юрать.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗ асăрхаттарнă тăрăх, Тутарстан Республикикн «Хӗрлӗ кӗнекине» пысăк улита, горлицăна, пысăк кроншнепа, пысăк веретенника, клинтуха кӗртнӗ. Хрустана, пысăк кроншнепа, пикулькăна, акăша тата хăмăр хура Раççей Федерацийӗн «Хӗрлӗ кӗнекине» кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть.

Паянтан ТР Биоресурсӗсен патшалăх комитечӗ Росгварди управленийӗпе тачă çыхăну тытнăран 30 гражданран сунара тухма ирӗк паракан хутпа пăшалӗсене туртса илнӗ. Кăçалхи 7 уйăхра 684 йӗркене пăсакана тытса чарнă. Сунар йӗркине хисеплеменнисене 625 пин тенкӗлӗх штраф çырса панă, 625 пин тенкӗ тӳлеттерсе илнӗ. Правона хӳтӗлекен органисене панă материалсем тăрăх 64 уголовгнăй ӗç пуçарнă.

Республикăра пушар хăрушсăрлăхӗ пирки ятарлă чару пынă вăхăтра вăрмансене сунарçăсене кӗртмӗç. Сезон уçăлнипе справка пурри ниме те пӗлтермест. Сăмах май, сунар йӳнӗ мар. Кăçал кайăк-кӗшӗк тытмашкăн сунара тухма ирӗк паракан хут илме 650 тенкӗ пошлина илеççӗ. Унсăр пуçне пӗр пуç карăк тытнăшăн 20 тенкӗ, ăсаншăн – 100 тенкӗ тӳлемелле пулать.

Тутарстан Республикинчи Чӗрчунсен, ӳсен-тăранăн, уйрăммăн хӳтӗленекен çутçанталăк территорйӗсен патшалăх надзорӗн управленийӗн пай пуçлăхӗ Радик Мухтаров пӗлтернӗ тăрăх, кăçал кăна республикăра çул çинче 89 чӗрчуна машинăпа персе ӳкернӗ факт çӳле тухнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев