Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Атнер Петрович Хусанкай 75 çул тултарнă ятпа çавра сӗтел иртнӗ

Октябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче «Чӗлхе, филологи тата чăваш культурин палăрăмӗсем» ятпа çавра сӗтел иртрӗ. Ăна чăвашсен паллă ăсчахӗн тата обществăлла деятелӗн Атнер Петрович Хусанкайăн 75 çулхи юбилейне халалланă.

Атнер Петрович тахçантанпа ӗнтӗ Чăваш кӗнеке издательствин авторӗ, унăн алçырăвӗсене тытăмӗ енчен пӗр иккӗленмесӗр эталонлă теме пулать.

Çавра сӗтел ӗçне Чăваш Енри паллă ăсчахсем, обществăлла деятельсем, творчествăлла интеллигенци, власть представителӗсем хутшăнчӗç. Мероприяти питӗ кăмăллă иртрӗ. Сăмах калакансем юбиляр пирки нумай ырă сăмах каларӗç – Атнер Петрович наукăпа культурăн нумай сферинче чăннипех пысăк авторитет çӗнсе илнӗ, вăл çамрăксемшӗн кăна мар, аслăраххисемшӗн те тӗслӗх вырăнӗнче.

Çавра сӗтеле хутшăнакансем Атнер Петрович XX ӗмӗр вӗçӗнчи кăткăс саманара чăваш халăхӗшӗн палăрăмлă ӗçсем туни пирки те аса илсе калаçрӗç.

Чăваш кӗнеке издательстви Атнер Петровича малашне те çӗнӗ çитӗнӳсем тума ăнăçу сунать.

Владимир СТЕПАНОВ.

С.Журавлев сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей