Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суперсервиссем патне те ҫитрӗмӗр иккен

Патшалӑх услугисен электронлӑ сервисӗсем Раҫҫейре "Цифра экономики" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗрет. Вӗсене Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн "май указӗсен" никӗсӗнче хатӗрленӗ

 2020 ҫулта Тутарстанра пурӑнакансем патшалӑх услугисен суперсервисӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. 
Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР цифра аталанăвӗн министрӗ Айрат Хайруллин каласа панӑ.
"Пирӗн министерство республикӑра пурӑнакансем валли самоизоляци вӑхӑтӗнче те, ун хыҫҫӑн та усӑллӑ пулма пултаракан онлайн-сервиссем туса хатĕрлекен компанисен пуҫарӑвӗсене тӗрев пама чарӑнмасть",– тенӗ министр.
2020 ҫулта ТР Цифра министерстви ҫичӗ суперсервис пурнӑҫа кӗрет: «Я строю», «Мое здоровье», «Я — школьник», «Мы — родители», «Мой дозор», «Активный горожанин» тата «Мои субсидии».
Айрат Хайруллин пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансем кирек хăш тӗлте пулсан та, кирек хӑҫан та патшалӑх услугисемпе усӑ курма пултарччӑр тесе хӑйӗн йышӑнӑвӗсене те аталантарать.

Патшалӑх услугисен электронлӑ сервисӗсем Раҫҫейре "Цифра экономики" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗрет. Вӗсене Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн "май указӗсен" никӗсӗнче хатӗрленӗ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев