Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сусăр ачасен те лагерьте канас килет

Хула çывăхӗнчи кану лагерӗсенче хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче 6 пин ытла ача каннă тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби

Хула çывăхӗнчи кану лагерӗсенче хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче 6 пин ытла ача каннă тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби.

«Ачасен лайăх канăвӗ – пирӗн тӗп приоритетсенчен пӗри. Программăсене ачасен тӗрлӗрен категорийӗсене кӗртесси пысăк пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗӳрен, сывлăхӗ тӗлӗшӗнчен япăх ачасене е ытлă-çитлӗ пурăнакансене», – тесе палăртнă ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Ринат Садыков.

«Пурăнма, апатланма чи лайăх условисем туса парас тесе, лагерьсен тематикипе, концепцийӗпе суйласа илмелӗх пултăр тесе, ачасем каникул вăхăтӗнче хăйсен ăсталăхне аталантарма пултарччăр тесе, çӗнӗ тус-юлташ пупччăр тесе, вăхăта кăмăлпа ирттерчӗр тесе тăрăшрăмăр», – ăнлантарнă вăл.  

Министерство представителӗ çавăн пекех лагерьсен ертӳçисем ашшӗ-амăшӗсемпе социаллă сетьсем урлă çыхăнăва тухса тăни çинчен пӗлтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев