Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАР» ÇЫРĂН ТА ЭЛЕКТРОГРИЛЬ ВЫЛЯСА ИЛ

Хаклă вулаканăмăрсем! 2022 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. 

Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтарăпăр. Тӗп парне – электрогриль! 

Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен? Хаçата 2022 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăнмалла та квитанцине (е унăн копине) редакцие хăвăра меллӗ майпа – почта урлă çырупа (420066, г.Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсап урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене июлӗн 10-мӗшӗччен йышăнатпăр.

Эппин, тусăмăрсем, сиртен квитанцисем кӗтетпӗр! 

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, 

Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. 

Редакци.

С.Колесникова сăнӳкерчӗкӗнче:  Н.Л.Иванова, Хусан

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев