Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» çырăн та пылесос выляса ил!

Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтарăпăр. Тӗп парне – пылесос. Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен?

Хаклă вулаканăмăрсем! 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.

Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтарăпăр. Тӗп парне – пылесос. Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен?

Хаçата 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне çырăнмалла та квитанцине (е унăн копине) редакцие хăвăра меллӗ майпа – почта урлă çырупа (420066, г.Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсапп урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене 2022 çулхи январӗн 14-мӗшӗччен йышăнатпăр.

Акцин положенийӗпе тӗплӗнрех çак ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать: http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/podpishis-na-gazetu-suvar-vyigray-pylesos

Эппин, тусăмăрсем, сиртен квитанцисем кӗтетпӗр! Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

 

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка подпишись и выиграй