Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАР» ÇЫРĂНАКАНА – МУЛЬТИВАРКА

Июнӗн 17-мӗшӗччен хаçата йӳнӗрех хакпа çырăнтараççӗ

Хаклă вулаканăмăрсем! 2021 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли хаçат- журнал çырăнас тӗп кампани вӗçлениччен нумай та вăхăт юлмарӗ. Паян тумалли ӗçе ырана хăвармасăр хăвăр юратнă пичет кăларăмне – «Сувара» – çырăнма васкăр! Вара июльтен пуçласа декабрь вӗçленичченех Хусанта тухса тăракан чăваш хаçачӗ кашни эрнекунсерен сирӗн киле килсе савăнтарӗ, республикăри тата Раççейӗн ытти регионӗсенчи чăвашсен хыпарӗсемпе паллаштарӗ.

Аса илтеретпӗр: Раççей Почти июнӗн 7-17-мӗшӗсенче çырăнтару декади ирттерет. Çак тапхăрта «Сувара» ытти чухнехи хакран самай йӳнӗрехпе çырăнма пулать. Çак майпа усă курса юлăр, хаклă вулаканăмăрсем.

Хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. «Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

Редакци хальхинче те «Сувар» çырăннисен хушшинче акци ирттерет – парнесем вылянтарать. Тӗп парне – мультиварка. Акцие хутшăнас тесен хаçата 2021 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăнмалла та квитанцие (копине, сканне) редакцие ярса памалла: редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине, 89179076881 номерпе Ватсапп урлă е çыхăну уйрăмӗ урлă çырупа. Хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, адресăра, телефон номерне туллин пӗлтерме ан манăр. Квитанцисене июлӗн 5-мӗшӗччен йышăнатпăр. «Сувар» вулар, пӗрле пулар!

Редакци.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев