Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» çырăнакансен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр

Çӗнтерӳçӗсене пурне те чунтан саламлатпăр! Парнесем туянма пулăшнăшăн хаçатăн çывăх тусӗсене – спонсорсене – чӗререн тав тăватпăр! Парнесене редакцие (Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт, 7-мӗш хут) килсе илмелле. Килсе илекенӗн çумра паспорт пулмалла. Енчен те килсе илеймесен редакцие 518-33-75 е 89179076881 номерпе шăнкăравласа пӗлтерӗр.

2021 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли «Сувар» хаçат çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие редакцире ытларикун, февралӗн 16-мӗшӗнче,  пӗтӗмлетрӗмӗр. Пурӗ хальхинче 117 квитанци илтӗмӗр вулакансенчен. Парнесене вылянтарнă çӗре редакци ӗçченӗсемпе пӗрле «Суварăн» иккӗмӗш тӗп редакторӗ пулса ӗçленӗ Н.М.Сорокин та хутшăнчӗ. Паллă журналист, çыравçă, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ хăйӗн тăватă «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнекине вулакансене парнелӗх пачӗ.

Сăмах май, пӗтӗмлетӗве хаçатăн Инстаграмри аккаунтӗнче  ирттертӗмӗр, выляв самантне ӳкернӗ видео унта сыхланса юлнă, пăхма пултаратăр.

Эппин çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр сире. Хальхинче «Сувар» парнисене çак вулаканăмăрсем тивӗçрӗç:

Чăвашла кӗнекесем

Зиновий Морозкин (Теччӗ районӗ, Чăваш Чакăлтăм) – Аркадий Русаковăн «Чикӗри тӗлпулу» кӗнеки;

Петр Калмыков (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» кӗнеки;

Е.Минюхина (Элмет районӗ, Пӳсрек) – Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи» кӗнеки;

Владимир Иванов (Çарăмсан районӗ, Ульяновка) – Василий Кервенӗн «Аслати чечекӗ» кӗнеки;

Анатолий Тимофеев (Чăваш Ен, Елчӗк районӗ, Елчӗк) – Ева Лисинан «Суйласа илнисем» кӗнеки;

Лидия Исаева (Анат Кама хули) – Сергей Павловăн «Тӗтре» кӗнеки;

Анна Яковлева (Аксу районӗ, Емелькино) – Ангелина Павловскаян «Саланнă кӗлте» кӗнеки;

Юрий Адъютантов (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи) – Анатолий Волковăн «Малалла-ха пурнăç, малалла...» кӗнеки;

Владимир Никитин (Чистай хули) – Елена Алексеева-Аксупин  «Каснă чӗлӗ» кӗнеки;

Зоя Бутылкина (Пăва районӗ, Пӳркел) – Кузьма Турханăн «Свияга впадает в Волгу» кӗнеки;

Сергей Григорьев (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Йӗлмел) – Владимир  Степановăн «Тенкри хӗçӗ» кӗнеки;

Николай Спиридонов (Пăва районӗ, Пӳркел) – Евгений Турханăн  «Каганлăх тӗпренчӗкӗ» кӗнеки;

Александр Илюхин (Çырчалли хули) – тӗрлӗ авторсен «Чувашский рассказ. Дети леса» кӗнеки (I том);

Алефтина Красникова (Нурлат районӗ, Киклӗпуç) – «Ай, юрлар-и юррине» чăваш эстрада юррисен кӗнеки;

Анастасия Сидорова (Тукай районӗ, Бетьки) – «Телей çăлтăрӗ» чăваш эстрада юррисен кӗнеки;

Зоя Мензелина (Çарăмсан районӗ, Акрель) – «Ай, юрлар-и юррине» чăваш эстрада юррисен кӗнеки;

Зоя Ларионова (Çарăмсан районӗ, Лагерка) – Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

Зинаида Новикова (Аксу районӗ, Унтакшă) – Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

Лаврентий Данилов (Чăваш Ен, Тăвай районӗ, Сăхăтпуç) – Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

Р.Николаева (Нурлат районӗ, Чăваш Тӗкӗрмел) – Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки.

 

Чăвашла видеодисксем

Алексей Никитин (Ульяновск облаçӗ, Димитровград хули) – «Манăн та телейлӗ пулас килет» фильм;

Елена Статина (Çарăмсан районӗ, Ульяновка) – «Хусахсем» фильм;

Александра Максимова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Шемӗршел) – «Юратап – яратам» фильм.

 

Чăваш тӗрриллӗ рюкзак

Елизавета Павлова (Аксу районӗ, Çӗнӗ Тимушкел).

 

Çӗçӗ хăйрамалли хатӗр

Тамара Андреева (Аксу районӗ, Беловка);

Ухтияр Илюхин (Азнакай хули).

 

Магнитола

Валентина Пикмуллина (Аксу районӗ, Хӗрлӗ Шур).

 

Электрочейник

Екатерина Ломоносова (Çарăмсан районӗ, Сосновка).

 

Утюг

Сергей Уланов (Аксу районӗ, Беловка).

 

Мясорубка

Виолета Иванова (Çарăмсан районӗ, Ульяновка).

 

Тӗп парне – смартфон

Владимир Белов (Пӗкӗлме районӗ, Подлесный поселокӗ).

 

Çӗнтерӳçӗсене пурне те чунтан саламлатпăр! Парнесем туянма пулăшнăшăн хаçатăн çывăх тусӗсене – спонсорсене – чӗререн тав тăватпăр! Парнесене редакцие (Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт, 7-мӗш хут) килсе илмелле. Килсе илекенӗн çумра паспорт пулмалла. Енчен те килсе илеймесен редакцие 518-33-75 е 89179076881 номерпе шăнкăравласа пӗлтерӗр.

Редакци.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка