Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» çырăнма манмарăр-и? Çитес çул та нумай интересли кӗтет сире хаçатра

2022 çулăн 1-мӗш номерӗнченех эсир юратакан авторăн, пушкăрт çыравçин, «Ан пăрах, анне» кӗнеке авторӗн Айгиз Баймухаметовăн çӗнӗ повеçне пичетлеме пуçлатпăр.

Хисеплӗ вулаканăмăрсем! Акă 2021 çул вӗçленесси те нумай юлмарӗ. Икӗ эрнерен 2022 çула кӗтсе илме хатӗрленетпӗр. Апла-тăк çитес çул пирки шутлама шăпах вăхăт. 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче илсе тăма «Сувар» çырăннă-и-ха эсир? Çырăнтару вӗçлениччен шутлă кунсем юлчӗç, çавăнпа та васкăр, тăванăмăрсем. «Сувар» хаçат сире тепӗр çул та интереслӗ материалсемпе, литература хайлавӗсемпе савăнтарӗ. Ак, тӗслӗхрен, 2022 çулăн 1-мӗш номерӗнченех эсир юратакан авторăн, пушкăрт çыравçин, «Ан пăрах, анне» кӗнеке авторӗн Айгиз Баймухаметовăн çӗнӗ повеçне пичетлеме пуçлатпăр.
Ку çырăнтару кампанийӗнче те хаçата çур çула çырăннисен хушшинче акци ирттеретпӗр – парнесем вылянтаратпăр. Унта хутшăнас тесен 2022 çулăн 1-мӗш çур çулне «Сувара» çырăннă квитанцие редакцие ярса памалла. Почта ӗçченӗсем валли те редакци конкурс пуçарчӗ (тӗплӗнрех хаçатăн 47 № (03.12.2021)) çырнă. Чи нумай «Сувар» çырăнтарнă почтальонсене редакци укçан преми парса хавхалантарать. Заявкăсем кӗтетпӗр.
Тăванăмăрсем, «Суварпа» пурнăç тата интереслӗрех. Çырăнмасăр ан юлăр! Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, ытти регионсенче – П7093.
Чăваш пулар, пӗрле утар!
Сăнӳкерчӗкре: Лайăш районӗнчи Габишевăри «Калинка» ача-пăча фольклор ансамбльне çӳрекен Савелий Савельевпа Ясмина Олудина пӗчӗкренех «Суварпа» туслă.

Е.Макарова сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка 2022 Газета «Сувар»