Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» çырăннă квитанцине редакцие ярса парăр – пылесос вылянтаратпăр

Юлташсем, хаçат çырăнас ӗçе çулталăкăн юлашки кунӗсене ан хăварăр, халех çырăнма тăрăшăр. Паян – «Сувара» йӳнӗрех хакпа çырăнмалли юлашки кун.

Хисеплӗ вулаканăмăрсем! Раççей Почти декабрӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 16-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттерни пирки сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Çак тапхăрта «Сувара» тӗп хакран (659 тенкӗ те 88 пус) самай йӳнӗрехпе – 581 тенкӗ те 94 пуспа – çырăнма пулать. Хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма май пур. Ку хак Тутарстан Республикинче пурăнакансене пырса тивет.

Çырăнтару декади вăхăтӗнче çур çула çырăнмалли хаксем регионсенче çапларах: Ульяновск, Самар, Ленинград, Пенза облаçӗсенче, Чăваш Республикинче, Марий Элта, Мускавра – 602 тенкӗ те 52 пус; Пушкăртстанра, Челябинск облаçӗнче, Коми Республикинче  – 628 тенкӗ те 74 пус.
Юлташсем, хаçат çырăнас ӗçе çулталăкăн юлашки кунӗсене ан хăварăр, халех çырăнма тăрăшăр.
Паян – йӳнӗрех хакпа çырăнмалли юлашки кун. 
Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтарăпăр. Тӗп парне – пылесос. Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен?
Хаçата 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне çырăнмалла та квитанцине (е унăн копине) редакцие хăвăра меллӗ майпа – почта урлă çырупа (420066, г.Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсапп урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене 2022 çулхи январӗн 14-мӗшӗччен йышăнатпăр.
Чăваш пулар, пӗрле утар!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев