Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

"Сувар" хаҫат харӑсах виҫӗ конкурс пуҫлать

Çӗнтерекенсене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чыслатпăр

Хаклӑ вулакансем, «Сувар» хаçат редакцийӗ харăсах виçӗ конкурс пуçарнине пӗлтерет. Пӗрремӗшӗ – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнине халалланă ӳкерчӗксен конкурсӗ. Ку конкурса шкул çулӗчченхи вӗрентӳ учрежденийӗнче (ача сачӗ) тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен ачасем хутшăнма пултараççӗ. Ӳкерчӗке графика, этюд, плакат, живопись, урăхла каласан хуть мӗнле мелпе те тума юрать. Конкурс условийӗн тӗп требованийӗ – вăл Аслă Çӗнтерӳ темипе çыхăнмалла.

Ӳкерчӗксене почта урлă çырупа 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа е хаçатăн электронлă адресӗпе – suvar@mail.ru е 89179076881 номерпе WhatsApp çине ярса памалла. Конкурса янă ӗçсене майăн 9-мӗшӗччен йышăнатпăр. Пӗтӗмлетӳсене майăн 14-мӗшӗнче тăватпăр.

Иккӗмӗш конкурс – Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă онлайн-конкурс. Конкурса хутшăнас тесен тăван чӗлхепе сăвă каласа е юрласа suvar@mail.ru электронлă адрес çине е 89179076881 номерпе WhatsApp çине видеоролик ярса памалла. Вӗсене хаçатăн социаллă сечӗсенчи страницисенче вырнаçтарăпăр. Видеороликсене (вӗсене хаçатăн социаллă сетьсенчи страницисене вырнаçтаратпăр) майăн 21-мӗшӗччен йышăнатпăр та майăн 28-мӗшӗнче пӗтӗмлететпӗр.

Жюри пайташӗсем икӗ конкурсра та çӗнтерӳçӗсене çул ӳсӗмне кура 5 категорие пайласа палăртӗç: 3-4 çултисем, 5-7 çултисем (ача садне çӳрекенсем); 1-4 классем, 5-8 классем, 9-11 классем.

Конкурсра çӗнтерекенсене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чыслатпăр.​ ​

Кăçал майăн 14-мӗшӗнче Чăваш халăх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитет. Çакна тӗпе хурса Шелепин ентешӗсем – Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакансем – «Сувар» хаçат редакцийӗпе пӗрле «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен конкурсне ирттереççӗ. Унта ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ. Мӗн тумалла-ха унта хутшăнма? Николай Шелепи çырнă пӗр-пӗр сăвва каланине видео ӳкерсе илмелле те «Сувар» редакцин почтине е 89179076881 номерпе WhatsApp çине çырса тултарнă анкетăпа пӗрле ярса памалла. Вӗсене хаçатăн соцсетьсенчи страницисенче вырнаçтарăпăр. Сăвă калакансен видеороликӗсене апрелӗн 26-мӗшӗччен йышăнатпăр. Конкурса апрелӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлететпӗр. Çӗнтерӳçӗсене Беловкăри йӗркелӳ комитечӗ Николай Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă уява чӗнсе дипломсемпе, парнесемпе чыслать. Конкурсăн положенийӗпе тата çырса тултармалли анкетăпа «Сувар» хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче паллашма пулать.

«Сувар» хаçат редакцийӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев