"Сувар" хаҫат коллективӗн ӗҫне республика ертӳҫисем тивӗҫлипе хакларӗҫ
Республика Уявне хатӗрленсе "Сувар" хаҫат та пысӑк ӗҫ туса ирттерчӗ. Уява мӗнле хатерленни пирки кӑна ҫырса лӑпланас темерӗҫ редакци ӗҫченӗсем. Тӗрлӗ регионсенчи чӑваш ҫыравҫисене пухса "Хусанкай урамӗ" литература фестивальне хатӗрлесе ирттернисӗр пуҫне тулли тӗслӗ уяв номерӗ кӑларчӗ, ӑна редакци ӗҫченӗсем Уяв хӑнисене тӳлевсӗр валеҫрӗҫ.
Пирӗн редакцин ӗҫне ТР Президенчӗн Аппарачӗ те, Халӑхсен ассамблеи те тивӗҫлипе хакларӗҫ. Редакци коллективне халалланӑ ТР Президенчӗн Тав ҫырӑвне Рустам Миннихановран "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова илчӗ. Кӑштахран вӑлах Фарид Мухаметшин панӑ ТР Халӑхсен ассамблеин 25 пин тенкӗлӗх Сертификатне илме хӑпарчӗ сцена ҫине. Республика ертӳҫисем пирӗн редакци ӗҫне тивӗҫлипе хаклани тӑван халӑхшӑн тата та вӑйлӑрах тӑрӑшма хистет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев