Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçат конкурса хутшăнса палăрнисене чысларӗ

 «Сувар» хаçат ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул, Аслă Çӗнтерӳ 75 çул тултарнине халалласа шкул ачисемпе студентсен хушшинче литература конкурсӗсем ирттерчӗ. Нумай пулмасть вӗсене пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене палăртрăмăр. Редакци ӗçченӗсем конкурссене хутшăннă тата çӗнтернӗ ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсене саламлама шкулсенех пырасси пирки пӗлтернӗччӗ. Панă сăмаха тытса иртнӗ эрнере эпир, суварçăсем, Пăва тата Теччӗ районӗсенчи шкулсене çитсе килтӗмӗр.

Малтан Тури Лашчине çитрӗмӗр. Кунти тӗп шкулта вӗренекенсем «Сувар» хаçатпа кулленех çыхăну тытаççӗ. Хаçатри «Шăнкăрав» кăларăмра Тури Лашчи шкулӗнче вӗренекенсен хайлавӗсене тăтăшах пичетленине вулакансем асăрханах пулӗ ӗнтӗ. Сăвăсем те, заметкăсем те, статьясем те çыраççӗ кунта вӗренекенсем. Тăван чӗлхене ячӗшӗн кăна вӗренменни тӳрех курăнать. Паллах, ачана тăван чӗлхепе мӗн пӗчӗкрен калаçса ӳстерессинче чи малтан ашшӗ-амăшӗ яваплă. Çапах та шкулта мӗнле шайра вӗрентни те юлашки вырăнта мар. Тури Лашчи шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине акă ӗнтӗ 28 çул хушши Л.А.Андреева вӗрентет. Лариса Анатольевна опытлă учитель: тăтăшах район, республика, регионсен хушшинчи тӗрлӗ конкурссене, конференцисене хутшăнать. Унăн ӗçне пуçлăхсем те пысăк хак параççӗ, тӗрлӗ Тав тата Хисеп хучӗсем педагогăн туллиех. Çав хушăрах ачасене хаçат валли сăвă-калав, заметка çыртарма та вăхăт тупать вăл. Вӗренекенсен ӗçӗсене пӗрле пухса чăваш кăларăмӗсен редакцийӗсене ярса парать.

– Тӗрлӗ çӗре ярса пăхнă ачасем çырнине. Анчах та пуринчен ытла «Сувар» хаçатра пичетлени кăмăла каять. Кунта пӗр номертех тӗрлӗ çӗрте пурăнакан ачасен ӗçӗсене пичетлеме тăрăшаççӗ. Çакăн пек тусан вулама тата интереслӗрех, – терӗ Лариса Анатольевна.

«Сувар» хаçат ирттернӗ «Аслă Çӗнтерӗве 75 çул» конкурса Тури Лашчи шкулӗнче вӗренекенсем хастар хутшăнчӗç. Хаçатра Стас Никоновăн, Илья Дубковăн, Миша Андреевăн, Карина Теренинан, Арина Журавлеван, Артем Кузнецовăн, Никита Журавлевăн хайлавӗсем кун çути курчӗç. Çак ачасене тата вӗсен вӗрентекенне саламлама, тав тума килтӗмӗр те ӗнтӗ эпир кунта.

Тăхтав вăхăтӗнче ачасем линейкăна пухăнчӗç. Малтан тӗрлӗ класра вӗренекенсем хăйсем çырнă, «Сувар» хаçатра пичетленнӗ хайлавӗсене вуласа пачӗç. Çав тери кăмăллă пулчӗ вӗсене итлеме. Унтан шкул директорӗ Ильсэяр Ирековна Шарафутдинова сăмах илчӗ. Вăл шкул пурнăçӗ, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хастарлăхӗ пирки каласа пачӗ. Тури Лашчи шкулӗнче пилӗк ял – Тутиел, Чăваш Шуршу, Тутар Шуршу, Тури Лашчи тата Чăваш Енри Елчӗк районне кӗрекен Вăрăмхăва – ачи вӗренет иккен. Ӗлӗкрех вӗренекенсен шучӗ нумай пулнă, халӗ ку шкулта 49 ача пӗлӳ илет. Пилӗк ялшăн сахал, паллах, анчах мӗн тăвăн – яла юлакан çамрăк çемьесен шучӗ çурлран çул чакса пырать-тӗк. Ак, кăçал та хулана куçса каякансем пулнă кунта...

Ильсэяр Ирековна унтан редакци ӗçченӗсем сăмах пачӗ. Журналистсем ачасене тăван чӗлхене тарăн пӗлни, ăна юратса вӗренни пурнăçра çав тери кирли пирки каларӗç, хаçатпа çыхăну тытнăшăн тав турӗç. Унтан конкурса хутшăннă ачасемпе шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Л.А.Андреевăна Дипломсемпе Тав хучӗ, асăнмалăх парнесем парса чысларӗç.

Тури Лашчи шкулӗнче вӗренекенсемпе тата учительсемпе сывпуллашсан эпир Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулне çул тытрăмăр. Кунта пире ачасемпе вӗрентекенсем шкул умӗнче çăкăр-тăварпа, техӗмлӗ чăваш сăрипе, юрă юрласа кӗтсе илчӗç. Хамăр халăхăн йăли-йӗркине тытса пынине курма кăмăллă пулчӗ. Каласа хăвармалла: Пухтел шкулӗнчен «Аслă Çӗнтерӗве 75 çул» конкурса Эвелина Торгашова хутшăнчӗ, «Хӗрнӗ тимӗр вăйне çӗнтернӗ çын» ятлă статья çырса янăччӗ вăл. Вӗрентекенӗ унăн амăшӗ, чăваш чӗлхипе литература учителӗ А.Н.Торгашова. Эвелина конкурс валли хайлав çырса янă чух Пухтел шкулӗнчех 9-мӗш класра вӗреннӗ-ха. Халӗ вара пултаруллă хӗрача ялти вӗренӳ заведенийӗ акă ӗнтӗ пилӗк çул хушши тӗп шкул пулнăран Урюм ялне 10-мӗш класа çӳрет. Суварçăсен саламне йышăнма Эвелина хăй 9 çул пӗлӳ пухнă тăван шкулнех килме кăмăл тунă.

Пухтел шкулӗнче ӗçлекен А.Н.Торгашова та «Сувар» хаçат ӗçченӗсемшӗн çӗнӗ çын мар. Алена Николаевнăна эпир республика шайӗнче иртекен конференцисенче, олимпиадăсенче, ытти мероприятисенче тăтăшах куратпăр. Унăн вӗренекенӗсем час-часах лайăх кăтартусемпе палăраççӗ тӗрлӗ ăмăртусенче. Пухтел ачисем хăш-пӗр чăваш ялӗнчи пек пӗр-пӗрин хушшинче вырăсла мар, чăвашлах калаçаççӗ-ха кунта. Çакă паха. Анчах шел те, ку ялта та вӗренекенсен шучӗ çулран çул чакса пырать. Çавна кура вăхăтӗнче вăтам шкул пулнăскер 2012 çултанпа тӗп шкул пулса юлнă. Халӗ шкулта пӗр ялтан 17 ача çеç вӗренет. 1-мӗшпе 2-мӗш классем пачах та çук иккен. Нина Григорьевна Потапова ертсе пыракан учительсен коллективӗнче 12 педагог тăрăшать.

Пухтел шкулӗнче те ачасемпе учительсем линейкăна пухăнчӗç. Пирӗнпе пӗрле кунта Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ председателӗ В.А.Тимофеев та пычӗ. Вăл пухăннисен умӗнче сăмах каланă чух тăван чӗлхене сыхласа хăварассин кирлӗлӗхӗ пирки каларӗ, «Сувар» ӗçченӗсене Теччӗ районӗнчи чăвашсен пурнăçне хаçатра тăтăш çутатса тăнăшăн, кунта час-час килсе çӳренӗшӗн тав турӗ, Теччӗ районӗнчи чăваш шкулӗсене 2021 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли «Сувар» хаçат çырăнса парасси пирки пӗлтерчӗ. Пысăк тав Володар Аркадьевича çакăншăн! Вăл хаçата халăхра сарас, çырăнтарас тӗлӗшпе тахçантанпах пире пулăшса пырать. Çакна кура «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Ш.М.Садыков Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ ертӳçине В.А.Тимофеева Тав çырăвӗпе чыслама йышăнчӗ. Хисеплӗ хута «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова майпа усă курса Пухтелӗнчи шкулта парса чысларӗ.

Редакци ӗçченӗсем те Пухтел ачисемпе вӗрентекенӗсен умӗнче сăмах каларӗç, унтан «Аслă Çӗнтерӗве 75 çул» конкурсра 3-мӗш вырăн йышăннă Эвелина Торгашовăпа унăн вӗрентекенне А.Н.Торгашовăна Диплом, Тав хучӗ тата асăнмалăх парнесем парса чысларӗç. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсене хаçатпа малашне те çыхăну тытма, çырăнса илме сӗнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев